АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе ĕçлеме кăмăллă

16 июня 2012 г.

Тикĕс те шап-шурă шăлсемлĕ йăл кулă, паллах, пурне те килĕшет. Кашниех сывă та илемлĕ шăлсем çинчен ĕмĕтленет пулĕ. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесен вара мĕн ачаран вĕсем çине тимлĕх уйăрма тивет. Шăпах çакăн пек илемлĕ йăл кулă парнелеме пултаракансенчен пĕри вăл — Марина Артемьева, районти тĕп больницăри ача-пăча уйрăмĕнче вăй хуракан стоматолог врач.

Марина мĕн пĕчĕкренех врач пулма ĕмĕтленнĕ. Мĕншĕн çак професси питĕ илĕртнĕ — калама йывăр. Анчах та ÿссен кам пулассине ыйтсан вăл пĕр шухăшласа тăмасăрах врач тесе хуравланă. «Ас тăватăп-ха, шкулта вĕреннĕ чухне сумкăна бинт чиксе çÿреттĕмчĕ. Кам та пулин асăрхамасăр аллине кастарсан пулăшу пама васкаттăмччĕ, сурана çыхса яраттăмччĕ»,— аса илет шурă халатлă ĕçчен.

Ашшĕн тăванĕ, Алевтина Назарова, ача-пăча шăл тухтăрĕнче тăрăшнă. Хĕр пĕрчи час-часах ун патне ĕçне пынă, кăсăклансах аппăшĕ ĕçленине сăнанă. Ун чухнех çак професси ăна питĕ илĕртнĕ. Çавăнпа та шкул пĕтернĕ хыççăн хăш пурнăç çулне суйласси уншăн йывăр ыйту пулман. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне стоматологи уйрăмне вĕренме кĕнĕ.

5 çултан дипломлă специалист тăван тăрăха таврăннă, Комсомольски тĕп больницинче вăй хума пикеннĕ. Тин ĕçлеме пуçланă çын умне мĕнле кăткăслăхсем тухса тăнă-ха; «Больницăра вăй хума пикенсенех хыçалта пăхса, вĕрентсе тăракан çын çитмест пек туйăнатчĕ. Университетра ăс пухнă чухне преподавательсем пулăшса пыратчĕç, хуть мĕнле вăхăтра та вĕсенчен канаш ыйтма пулатчĕ. Кунта вара хама çеç шанма тивет»,— пĕлтерет Марина Валентиновна. Малтанхи вăхăтра çамрăк тухтăра стоматологи уйрăмĕнче нумай çул ĕçленĕ медсестра Галина Мамуткина пулăшса пынă. Халĕ вара вăл хăй тин ĕçлеме пуçланă стоматологсене час-часах сĕнÿ-канаш парать.

Ачасемпе ĕçлессин хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур. Кашни ача патне тĕрĕс çул тупма, ăна интереслентерме, илĕртме пĕлмелле, унсăрăн вăл алăк урлă каçсанах каялла тухса тарма пултарать. «Шăпăрлансемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, вĕсен интересне тытса пымалла, кăмăлне туймалла. Хăш чухне ача алăкран кĕрсенех вăл хăрани сисĕнет, ăна лăплантарма пĕлес пулать»,— тет нумай çул çак ĕçре вăй хуракан шăл тухтăрĕ. Унсăр пуçне час-часах ашшĕ-амăшĕсемпе те чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Çынсем тĕрлĕрен, тĕнчере темĕнле çын та пулать. Пĕрисем тĕпренчĕкĕсен шăлĕсене сиплени кирлĕ пулнине ăнланаççĕ пулсан, теприсем хăйсен ачисене шутсăр шеллеççĕ, кăшт сас парсанах çавăтаççĕ те илсе тухса каяççĕ, ыраттарасран хăраççĕ. Унсăр пуçне ачасем те чылай чухне ашшĕ-амăшĕ умĕнче ачашланаççĕ, нăйкăшаççĕ, сăлтавсăрах куççульленеççĕ. Çапах та Марина Валентиновна ача-пăчапа ĕçлеме юратнине пытармасть. «Çитĕннисене сиплеме кичем. Ытларах чухне вĕсем шăпăрт лараççĕ, калаçмаççĕ. Ачасемпе ĕçленĕ чухне вара кăмăл хăпарать, вăхăт иртни те сисĕнмест»,— пĕлтерет шухăшне стоматолог. Паянхи шăпăрлансен шăлĕсем унчченхисеннисемпе танлаштарсан ир пĕтни пăшăрхантарать ăна. Акă, 7 уйăхрисене те кариеспа илсе килни пулкалать. Шăлсем япăх пулнине вăл иммунитет хавшаклăхĕпе çыхăнтарать. Çынсен пурнăç йĕрки те, йĕри-таврари экологи лару-тăрăвĕ те улшăнса пыраççĕ, тен, çавăнпа иммунитет чакать.

Ĕçе чунтан парăннă стоматолог врач професси конкурсĕсене те хутшăнма вăхăт тупать, лайăх кăтартусемпе палăрать. Тĕслĕхрен, 2009 çулта вăл ача-пăча шăл тухтăрĕсем хушшинче республикăра 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çакă унăн ăсталăхĕ, професси пĕлĕвĕн шайĕ пысăккине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Сăмах май, Марина Валентиновнан хĕрĕ Аня та пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленет. «Ачасем хамăн çулпа каяс тесен эпĕ пĕрре те хирĕç мар. Енчен те хĕрĕм хăй çак профессие суйласа илчĕ пулсан, пур енлĕн пулăшма тăрăшăп»,— тет М.Артемьева.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика