АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта сывă çынсен шучĕ ÿстĕр

16 июня 2012 г.

Медицина учрежденийĕсенчи шурă халатлă ĕçченсем çынсем сахалрах чирлеччĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнччăр тесе мĕн пур майпа усă кураççĕ. Юлашки çулсенче сывалма килнисем черетре ан нушаланччăр тесе тунă ĕçсем те куç кĕретех. Сывлăха сыхлас ĕç районта епле пыни пирки район больницин тĕп врачĕнчен И.И.Ефремовăран ыйтрăм.

— Инна Ивановна, больницăсенчи черетсем пирки сăмах пуçартăмăр пулсан — çакна ыйтас килет: электронлă регистратура, паллах, вĕсене чылай чакарчĕ. Ун урлă пациентсен миçе проценчĕ çырăнать?

— Электронлă регистратура 2011 çултанпа ĕçлет. Унтанпа врач патне сывалма пациентсен 80—85 проценчĕ çырăннă — пурĕ 2739 çын çак меслетпе усă курчĕ. Çавăн пекех республикăри медицина учрежденийĕсене электронлă майпа 2857 направлени патăмăр.

— Район центрĕнче пурăнакансене врачран консультаци илме яланах çăмăл, ял çыннисене вара йывăртарах. Вĕсене валли мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?

— Район территорийĕнче паянхи кун пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем 8 ĕçлеççĕ. Унта пысăк опытлă врачсем, ĕçе чунтан парăннă медицина сестрисем тăрăшаççĕ. Çакăн пек офиссем пурри — ялта-и, райцентрта-и — халăха медицина пулăшăвне вăхăтра пама май парать. Медицина ĕçченĕсене унта професси ĕçне-хĕлне кирлĕ шайра пурнăçлама лайăх условисемпе тивĕçтернĕ.

— Инна Ивановна, тата ытти улшăнусемпе паллаштараймăр-и?

— Кăçал январь уйăхĕнчен пуçласа тĕп больница муниципаллă харпăрлăхран республика харпăрлăхĕ çине куçрĕ. Кун хыççăн укçа-тенкĕ пулăшăвĕ ÿсессе шанас килет. Акă, çитес кунсенче фибробронхоскоп тата фиброгастродуоденоскоп килессе кĕтетпĕр.

Сăмах май, 2006—2011 çулсенче «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пысăк ĕç тунă: рентгенпа флюорографи оборудованине, ультра сасăллă диагностика аппаратне тата ыттине те туяннă, «васкавлă пулăшу» автомашинисене çĕнетнĕ.

— Шурă халатлă ĕçченĕн тата тепĕр тĕллевĕ вăл — чир-чĕре аталаниччен тупса палăртасси. Çак енĕпе мĕнле ĕçсем тăватăр?

— 2006—2011 çулсенче 4000 ытла çынна диспансеризаци турăмăр. Кăçал ятарлă диспансеризаци витĕр 164-ăн тухрĕç, анализсене тĕпчесе 123 çыннăнне чирĕсене тупса палăртрăмăр.

Шел пулин те, паянхи кун вилекенсен шучĕ ытларах. 2012 çулта 145 ача çут тĕнчене килнĕ, 147-ĕн вилнĕ. Вилнисен сăлтавĕсем — онкологи, чĕре чирĕсем, наркăмăшланни, суранланни тата ытти те.

Паянхи кун районти медицина учрежденийĕсенче 6 çамрăк врач тăрăшать. Вĕсем пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕл-левпе «Земство тухтăрĕ» Патшалăх программипе усă кураççĕ.

Йывăрлăхсем те пур — çук мар. Анчах та пуç усмастпăр. Тĕслĕхрен, районти тĕп больницăна анестезиолог-реаниматолог, уролог кирлĕ.

— Инна Ивановна, ĕçтешсене уяв ячĕпе мĕн суннă пулăттăрччĕ?

— Çак професси анинче тăрăшакансене пурне те ырă кăмăл-туйăм, çирĕп сывлăх сунатăп.

— Калаçушăн тавтапуç. Сире те уяв ячĕпе саламлатпăр, пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика