16 июня 2012 г.
Июнĕн 10-мĕшĕнче районта уй-хир ĕçĕсем вĕçленнине халалласа çулсерен йĕркелекен ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй иртрĕ. Пирĕн патра вăл 61-мĕш хут пулчĕ. Кăçалхи уяв ытти çулсенчисенчен кăшт уйрăлса тăчĕ. Мероприятие вăрман хĕрринче мар, район центрĕнче ирттерчĕç.
Савăнăçлă уява халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Район çыннисене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдиновпа Петр Степанович Краснов, «Кĕтне» ентешлĕхĕн представителĕсем тата ыттисем те килсе çитрĕç.
Уявăн савăнăçлă пайне пуçласа яриччен хăнасем «Ăстасен хулинчи» алă ĕçĕсемпе паллашрĕç. Вĕсене хамăр район çыннисем ăсталанă.
Мероприятие Комсомольски район пуçлăхĕ, районти депутатсен пухăвĕн председателĕ Евгений Иванович Карпеев уçрĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Романович Афанасьев кăçал ака-суха ĕçĕсем мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пурĕ районĕпе 12076 гектар çинче çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Çакă 2011 çулхинчен 1655 гектар нумайрах. Çĕр улми 2004 гектар лартнă. Çĕнĕ йышши техникăна хута янипе çĕр улмин тухăçлăхне пĕлтĕрхипе танлаштарсан ÿстерме шанаççĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксене — 2406 гектар, куккурус — 296 гектар, пахча çимĕç культурисене 207 гектар акнă. Пирĕн районти ака-суха ĕçĕсен тĕп уйрăмлăхĕ — акма-лартма усă курман (пăрахнă) çĕрсем çукки. Паянхи кун хуçалăхсенчи уйсене çум курăксене хирĕç гербицидпа им-çамлаççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешеççĕ, çĕр улми йăранĕсене хăпартаççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене çулма та чылай çĕрте пикеннĕ. Малалла та çакăн пек ăнăçлă ĕçлеме, Акатуйра вара кăмăл туличчен канма сунса вĕçлерĕ сăмахне Михаил Романович.
Ун хыççăн район çыннисене çурхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев саламларĕ. Вăл районăн малалла аталанмалли потенциал пысăккине, ĕçчен алăсем çинче районăн экономики, унпа пĕрлех республика экономики те тытăнса тăнине палăртрĕ. Ĕçлес кăмăллисене пулăшас тĕллевпе туса хунă патшалăх программисемпе паллаштарчĕ, вĕсене хутшăнма чĕнсе каларĕ. Çавăн пекех районти демографиллĕ лару-тăрăва та тимлĕхсĕр хăвармарĕ, çынсем республикăн чи пысăк пуянлăхĕ пулнине палăртрĕ.
Малалла ĕçре малта пыракансене чысларĕç. «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Павел Иванович Долгов тата Чĕчкен ял поселени пуçлăхĕ Юрий Геннадиевич Лукиянов нумай çул çак ĕçсенче вăй хунăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
«Рассвет» ЯХПКан тĕп агрономне Алексей Николаевич Игнатьева Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чысларĕç. «Искра» колхозăн тракторисчĕсене Владимир Константинович Кудряшова тата Владимир Антонович Мукшина, «Рассвет» ЯХПКан сысна пăхаканне Нина Ивановна Матросовăна тата рабочине Ольга Николаевна Портушкинана, «Луч» ЯХПКан кадрсемпе ĕçлекен инспекторне Любовь Ивановна Суромовăна, «Асаново» ЯХПКан дояркине Вера Александровна Яковлевăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене пачĕç.
Уявра çавăн пекех «Луч» ЯХПКан тĕп агрономĕн Анатолий Васильевич Семеновăн çемйи «Ялăн социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр хăпартма (туянма) паракан 725500 тенкĕлĕх социаллă тÿлевĕн свидетельствине илчĕ. Тин ĕç пуçласа яракан фермерсем Дина Наильевна Комотовăпа Марат Минсихатьевич Хайртдинов хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарма паракан грантăн (1млн та 100 пин тенкĕ) сертификачĕсен хуçисем пулса тăчĕç.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Григорий Васильевич Атласкин çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарма паракан грантăн (8 млн та 938 пин те 500 тенкĕ) сертификатне тивĕçрĕ.
Комсомольски тĕп больницăн пĕтĕмĕшле çемье практикин Урмаелĕнчи уйрăмĕн врачĕ Диля Гаязтдиновна Зиатдинова «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнса Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен 1 млн тенкĕ памалли çинчен калакан сертификата илчĕ.
Çавăн пекех «Чăваш Енри чи тирпейлĕ хула (ял) поселенийĕ» республика конкурсĕнче 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене йышăннă Чĕчкен тата Хирти Сĕнтĕр ял поселенисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Дипломĕсемпе чысларĕç.
Район çыннисене ытти хаклă хăнасем те уяв ячĕпе саламларĕç, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç. Ун хыççăн производствăра малта пыракансен чыславĕ пулчĕ.
Кашни ял поселенине уйрăм вырăн уйăрса панă. Унта вĕсем «хăна çурчĕсем» йĕркеленĕ. Вĕсенче хăнасене тараватлăн кĕтсе илчĕç, халăх апат-çимĕçĕпе сăйларĕç. Çак «çуртсенче» чăваш, тутар, вырăс культурипе паллашма май пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата Шупашкартан килнĕ хăнасем вĕсене пысăк хак пачĕç.
Ун хыççăн тĕп сцена çинче савăнăçлă концерт пуçланчĕ.
Хырхĕрри ял поселенин художество пултарулăх ушкăнĕ (ертÿçи А.Порфирьев) «Мĕн сунар тăвансене», Кайнлăк (ертÿçи В.Данилова) «Юхтăр юрă шăранса», Тукай (ертÿçи Г.Степанова) — «Килтĕм, килтĕм хăнана, кăмăл тулчĕ» юрăпа ташă композицийĕсемпе паллаштарчĕç. Урмаелсем — (ертÿçи Г.Шайдуллина) «Тутар хĕр ачи», Асанкассисем (ертÿçи Е.Маштанова) — «Савсах килтĕмĕр» юрăсемпе сцена çине тухрĕç. Аслă Çĕрпÿел ял поселенин художество пултарулăх ушкăнĕ (ертÿçи Г.Родионова) — «Пурнăç юрри», «Савас килет», «Ай-хай улма йывăççи» юрăсемпе савăнтарчĕç.
Чĕчкенсем (ертÿçисем Т.Макаровăпа С.Просвирнов) «Из бору-бору», «Ой лен, ты мой лен» тата ытти юрăпа куракансен чĕрисене тыткăнларĕç. Комсомольскисем — «Каçал» халăх фольклор (ертÿçи В.Павлов) тата «Кубняночка» (ертÿçи А.Кокшина) халăх вокал ансамблĕсем шăрантарнă юрăсем хыççăн пухăннисем чылайччен алă çупрĕç.
Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Т.Иванова ертсе пыракан «Островок» ушкăн тĕрлĕ халăхсен, ытти ташăсемпе савăк кăмăл парнелерĕ.
ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Александрова ертсе пыракан Александровка ял поселенин художество пултарулăх ушкăнĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна Шурутсем «Анатри чăваш халăх юррисемпе» çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕш вырăнта — Элпуçсемпе Хиртисĕнтĕрсем. Çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе наградăларĕç. Ятарлă приза — хут купăса — «Каçал» фольклор ансамблĕн хут купăсçисен ушкăнĕ тивĕçрĕ.
«Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çак кун тĕрлĕ спорт мероприятийĕсенче ăмăртрĕç. Тупăшу умĕн «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.Тихонов ЧР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă Р.Шакурова удостоверени парса чысларĕ. Рамил Меселимович (Урмаел) чылай çул Чăваш наци кĕрешĕвне хутшăнать, тата ытти спорт ăмăртăвĕсенче те çитĕнÿсем тăвать.
Чи малтанах çăмăл атлетикăна кăмăллакансем старта тăчĕç. 400 метрлă дистанцие арçын ачасенчен Д.Гайнуллов (Чĕчкен), П.Журавлев, Н.Журавлев (иккĕшĕ те Хирти Мăнтăр), хĕр ачасенчен А.Шикарева (Аслă Чурачăк), Э.Мерзетзянова (Чĕчкен), В.Барко (Кĕçĕн Çĕрпÿел) малтан чупса тухрĕç. 100 метрлă дистанцире А.Шикарева (Аслă Чурачăк), О.Рябчи-кова (Кĕçĕн Çĕрпÿел), Л.Минуллина (Чĕчкен), Д.Гайнуллов, Э.Иванов (Тури Тимĕрчкасси), Д.Гимаев (Чĕчкен) малтисем пулчĕç.
1500 метрлă дистанцире те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Унта В.Зимцовăпа (Кĕçĕн Çĕрпÿел) А.Мартынов (Александровка) — пĕрремĕш, О.Никоновăпа С.Петров (Нĕркеçсем) — иккĕмĕш, Ф.Лукинапа (Аслă Чурачăк) Н.Волков (Нĕркеç) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Пляж волейболĕнче 6 команда вăй виçрĕ: Хирти Мăнтăр, Тукай Мишер, Шурут, Александровка ялĕсен, «Кубня», «КСШ "2». Чи ăстисем Шурутсем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш вырăна «Кубня» команда çĕнсе илчĕ, виççĕмĕшсем Тукаймишерсем пулчĕç.
Мини-футбол та хăй тавра нумай çынна пухрĕ. Пĕрремĕш вырăна «Сельхозтехника» команда йышăнчĕ. Иккĕмĕшсем — Асанкассисем, виççĕмĕшсем Нĕркеçсем пулчĕç. «Газель» автомашинăна вырăнтан хускатассинче Хырхĕрри ял поселени каччине — Р.Михеева çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна — Р.Шакуров, виçç-мĕшне А.Зарипов тухрĕç.
Кире пуканĕ йăтассипе В.Наумов, В.Калашников, П.Игнатьев, И.Кузнецов, В.Дяткин, А.Зарипов чи ăстисем пулчĕç.
Армрестлинг тупăшăвĕнче А.Фаряхова, А.Зарипова, А.Толмачева, Р.Шакурова, М.Мжгиева, Э.Иванова çитекенни пулмарĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ те хĕрÿ иртрĕ. 55 килограмм виçеллисенчен Е.Козлов, Ю.Степанов (иккĕшĕ те Анат Тимĕрчкасси) тата А.Трофимов (Аслă Чурачăк) чи ăстисем пулчĕç. 60 килограмлисенчен Д.Иванова, Д.Малышева (иккĕшĕ те Комсомольски), А.Андреева (Çĕнĕ Мăрат) çитекенни пулмарĕ. 66 килограмлисенчен М.Максимов (Асанкасси), А.Волков, К.Зверев (иккĕшĕ те Аслă Чурачăк) пĕрремĕш — виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 74 килограмм таранчченхи виçеллисенче В.Иванов (Асанкасси), И.Хамдеев (Урмаел), П.Игнатьев (Çĕнĕ Мăрат) малти вырăнсене йышăнчĕç. 74 килограмран ытларах таякансенчен Н.Крылов (Аслă Чурачăк) В.Шельтямов (Çĕнĕ Мăрат), Е.Петухов (Асанкасси) ăстисем пулчĕç.
Абсолютлă чемпион ята Н.Крылов тивĕçрĕ.
Çак кун федераллă автоçулпа юнашарти ипподромра лаша спорчĕн ăмăртăвĕ пулчĕ.
Кăнтăрла иртсен «Тусовка по-Комсомольски» эстрада программи пуçланчĕ.
Каçхине район çыннисем дискотекăра ташларĕç, уяв фейерверкĕпе киленчĕç.
Юлашкинчен çакна палăртса хăвармалла. Акатуя тивĕçлĕ шайра ирттерме чылайăн укçа-тенкĕ е ĕç тăвас енчен пулăшу пачĕç. Вĕсем: «Тан», «Нур» кооперативсем, Раççей Ял хуçалăх банкĕн, Перекет банкĕн районти филиалĕсем, «Çĕрпÿел кирпĕч завочĕ», «Стройсервис», «Комсомольскинчи ремонтпа юсав участокĕ», «Комсомольскинчи хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийĕ» АХОсем, «Суту-илÿ çурчĕ», «Çăкăр завочĕ», «Энергосервис», «Слава картофелю» агрофирма», «СПК Мир», «Кооператор», «Агропромхимия», «Комсомольски райповĕн производство комбиначĕ», «АК Барс», «Агрокабель» ОООсем, «Модница», «Казан», «Рубин», «Ялкын» магазинсем, «Пятерочка» магазинри «Сладкая жизнь» уйрăм, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ, Р.Г.Калаков, Л.Ф.Садртдинов, В.А.Абрамов, С.В.Степанов, Н.О.Ананьева, М.М.Сулейманов, Н.Р.Измагилова, В.Н.Гаврилов, В.И.Краснова, Г.С.Горячкина, И.Н.Кокшина, М.И.Смирнова, А.Н. Петрова, А.П.Капитонов, Г.Г.Апраков, И.М.Степанов, П.В.Степанов, П.А.Степанов, Н.Н.Романова, А.И.Лукова, Ю.А.Гузьмин, В.С.Агамирян уйрăм предпринимательсем. Вĕсене пурне те тав сăмахĕ калас килет.
Источник: "Каçал Ен"