16 июня 2012 г.
Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекенсем Йĕпреç поселокне экскурсие кайса килнĕ. Унта вĕсем Чăваш Республикинчи пĕртен-пĕр уçă сывлăшри этнографи музейне çитсе курнă. Ачасем чăвашсен тата республикăра пурăнакан ытти халăхсен культурипе, истори, архитектура тата çут çанталăк палăкĕсемпе паллашнă. Музей территорийĕ 1,2 гектар лаптăк йышăнать. Унта краеведени, этнографи тата ытти уйрăмсем ĕçлеççĕ, картинăсен галерейи, ХIХ, ХХ ĕмĕрсен пуçламăшĕнчи хресчен кил-çурчĕсем пур. Музейре пурĕ 4000 ытла экспонатпа паллашма пулать. Музей ĕçченĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă историйĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, вĕçев шкулĕн историйĕ тата легендарлă летчик Алексей Петрович Маресьев çинчен пуян материал пуçтарнă. Вăрçă вăхăтĕнче поселокра авиашкул пулнă, унта Совет Союзĕн Геройĕ А.Маресьев урасăр юлнă хыççăн çĕнĕрен вĕçме вĕреннĕ.
Ачасем çавăн пекех «Патвар» спорткомплексра та пулса курнă. Уйрăмах вĕсене бассейн килĕшнĕ.
Источник: "Каçал Ен"