16 июня 2012 г.
Районти хуçалăхсем хĕрсех хĕлле валли выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. 6000 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксен 40 процентне çулса пĕтернĕ (2395 гектар). Çак ĕç уйрăмах «Слава», Труд» ЯХПКсенче, «Искра» колхозра, Хайртдиновăн, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсенче аван пырать.
Пурĕ хуçалăхсенче 1173 тонна утă хатĕрленĕ, çав шутра «Слава» ЯХПКра — 220 тонна, «Трудра» — 135 тонна, «Родина» ОООра тата «Искра» колхозра — 100-шер тонна.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çум курăксенчен им-çамласси вĕçленсе пырать. Пурĕ 11348 гектар çинче ку ĕçе пурнăçланă (80 процент).
Хăш-пĕр хирсенче çаран лĕпĕшĕн хурчĕсене тупса палăртнă. Асăрхаттаратпăр: ку питĕ хăрушă хурт-кăпшанкă, темиçе сехет хушшинчех вăл чылай пысăк лаптăка сиенлеме пултарать. Уйрăмах хурт кăшман, сухан анисене час-часах тапăнать. Çавăнпа та акнă-лартнă лаптăксене тĕрĕслесех тăмалла.
Источник: "Каçал Ен"