АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна илем кÿрет

15 июня 2012 г.

 

Ĕçчен çынна çийĕнчех асăрхаççĕ. Авă ача урампа шыв йăтса пырать. Тепри пахчара кĕреçепе аппаланать. Виççĕмĕшĕ шăнкăрчсем валли йăва ăсталать. Вĕçкĕн Алюш вара, пăхăр-ха, урам тăрăх чупса çÿрет, кунĕпе йытă хăвалать çапла, усăллă ĕç тăвасси çинчен шухăш та çук.

Мĕншĕн ĕçчен çынна килĕштереççĕ-ха? Аллисем темĕн те тума пĕлеççĕ унăн, чунĕ ăшă, кăмăлĕ çемçе. Ырă туни каялла таврăнать. Вĕçкĕн е кахал çынна пулăшма чĕнме мар, унпа калаçу пуçарма та кăмăл выртмасть. Ун пек çынпа ним тумасăр ларасси е ашкăнасси çинчен çеç калаçма пулĕ. Капла мала каяймăн, хисепе те тивĕçеймĕн. Ырă шухăш-кăмăлпа, ĕçпе кăна хисепе çĕнсе илме пулать. Хаçатра тăрăшуллă çынсен сăнĕсене ахальтен пичетлемеççĕ ĕнтĕ. Лайăх паллăсемпе вĕренекенсен сăн ÿкерчĕкĕсене те пурте курмалла стена çине çакса хураççĕ. Çавăнпа та наянланса ларас марччĕ, пурнăçа лайăх еннелле улăштарас тесе тăрăшасчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика