09 июня 2012 г.
Шкул пĕтернĕ хыççăн пĕлтĕр Чăваш Ене 19-ти Казахстан каччи килсе çитнĕ. Унăн ашшĕн юлташĕшĕн Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» хоккей команди ют пулман. Çавăнпа та каччă ун патне хĕлле хоккейла выляма, кĕркунне Олимп резервĕсен училищине вĕренме килнĕ имĕш. Вĕренÿ уншăн çăмăлах килмен, вăл час-часах занятисене сиктернĕ. Пурăнмалăх укçа ĕçлесе илме кафене вырнаçнă. Инструктаж ирттерсе повар ĕçне вĕрентнĕ хыççăн ăна «Маус» Интернет-кафене янă. Çамрăк плита умĕнче вăхăта сая яман, наркотик сутмалли канал йĕркеленĕ. Каферех клиентсем тупса вĕсене «гашиш» сутнă.
Чăваш Енри наркополицейскисем тин ĕçлеме пуçланă поварăн «хастарлăхне» тимлĕхсĕр хăварман. РФ Уголовлă кодексĕн 228.1 статйин 1 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Каччăн колонире 4 çултан пуçласа 8 çулччен ирттерме тивĕ.
Источник: "Каçал Ен"