АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар службинче нимĕн хăрамалли те çук

09 июня 2012 г.

 

Ача чухне çар çынни пулма ĕмĕтленекенсем чылайăн пулĕ. Анчах çитĕннĕçемĕн шухăш улшăнать. Хăшне-пĕрне аслăрах юлташĕсем çарти йывăрлăхсем çинчен каласа пани хăратать, теприсем урăх профессипе интересленме пуçлаççĕ, сывлăх хавшакрах пулни те çар карьерине ура хурать.

Хирти Мăнтăр каччи Василий Васильев вара шкулта вĕреннĕ чухнех çар çынни пулма тĕллев лартнă та утăм хыççăн утăм ăна пурнăçлама ăнтăлнă.

Вася 1986 çулта Шупашкарта кун çути курнă. Вăл 4 çулта чухне вĕсен çемйи ашшĕн тăван ялне пурăнма куçса килнĕ. 1992 çулта ача шкула çÿреме пуçланă. «Пĕчĕк чухне кам кăна пулас килмен-ши? Ÿсерехпе информатика предметне вĕренме пуçларăмăр та çав енĕпе малалла ăс пухас килетчĕ. Анчах та пĕррехинче атте: «Суворов училищине каяс килмест-и?» — терĕ. Çакă манăн шухăшсене тĕпрен улăштарнă самант пулчĕ. Çар çынни пулма тĕв турăм», — пĕлтерет каччă.

8 класс хыççăн В.Васильев ашшĕпе Чулхулари аслă çар команда училищине вĕренме кĕрес тĕллевпе кайнă. Анчах кая юлнă иккен. Çамрăкăн ĕмĕчĕ пурпĕр сÿнмен. Шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн малтанлăха вăл Шупашкарти

19-мĕш профессипе техника училищинче строительство ĕçĕсен мастер-отделочникне вĕреннĕ. Хĕрлĕ дипломлă специалиста собеседовани хыççăн çар училищине пĕр сăмахсăр йышăннă.

5 çултан çар наукине алла илнĕ лейтенант Инçет Хĕвел тухăçĕнче тинĕс-çар флотĕнче службăра тăма пуçланă. Малтанлăха, паллах, йывăрлăхсем пулнă. «Пуçра питĕ нумай информаци тытса тăмалла, тивĕçсене ячĕшĕн çеç пурнăçлама юрамасть пирĕн. Вĕренÿре çăмăл пек туйăннă япала чăн пурнăçра пачах урăхла пулса тухма пултарать», — тет В.Васильев.

Çар ĕçне лăпкă, канлĕ теме çук. Пушă вăхăт юлманпа пĕрех. Канмалли кун та, çĕрле те службăна чĕнсе илме пултараççĕ. Паянхи кун çара каяссинчен пăрăнса çÿрекенсем чылаййине кура салтаксен пурăнмалли условийĕсем çинчен ыйтмасăр чăтаймарăм. «Мĕнрен хăраççĕ — ăнланмастăп. Салтаксен пурнăçĕ халĕ самай çăмăлланнă. Вĕсене урай çутармаççĕ, территорие тасаттармаççĕ, столовăйĕнчи дежурствăсем те çук. Ку ĕçсене халĕ ятарлă çынсем пурнăçлаççĕ. Кăнтăрла салтаксене çывăрттараççĕ. «Дедовщина» çук тесен те юрать. Ăçта мĕнле те пулин пĕчĕк пăтăрмах сиксе тухать, унта прокуратура ĕçченĕсем çитсе те тăраççĕ. Йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ паянхи салтаксем. Унччен патша çарĕнче 25 çул службăра тăма тивнĕ, халĕ çулталăк çеç. Кунта нимĕн хăрамалли те çук», — уçать шухăшне аслă лейтенант. Сăмах май, службăра тăмалли пĕр çулталăка вăл çителĕксĕр тесе хаклать. Çак хушăра салтаксем тин вĕренсе çитеççĕ — килĕсене кайма вăхăт çитет те. Унăн шучĕпе, çамрăкран чăн-чăн салтак туса çитерме икĕ çултан кая мар кирлĕ.

18 çулта салтак атти тăхăнтартнине вара вăл ир тесе шутлать. «Тин шкул пĕтернĕ çамрăксем нимĕн те ăнланса ĕлкĕреймеççĕ, хăйсене мĕн кирлине те чылай чухне пĕлмеççĕ. 22—23-рисемпе вара çăмăлрах. Вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнма хăнăхнă, вĕсенчен мĕн кĕтнине тÿрех ăнланаççĕ», — пĕлтерет В.Васильев.

Каччăсем çĕр-шыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçлассинчен пăрăнма тăрăшаççĕ пулсан, хĕрсенчен юлашки вăхăтра час-часах салтака каяс килет тенине илтме пулать. Çакна Василий питех ырламасть. Чăнах та, хĕрсем чăтăмлăхĕпе, тен, каччăсенчен те ирттереççĕ, çапах та вĕсен хăйсем этемлĕхĕн черчен пайĕ пулнине манмалла мар. Вĕсен тивĕçĕ — ача-пăча çуратасси, кил-çурт ăшшине упрасси. Çĕр-шыва хÿтĕлесси вара — ар çынсен тивĕçĕ.

Хальхи вăхăтра çар çыннисене укçа-тенкĕ аван тÿлеççĕ, хваттерпе тивĕçтереççĕ. Çулталăкра пĕрре отпуска яраççĕ. Çавна кура контрактпа службăна каякансен, офицер пулас ĕмĕтлисен шучĕ пысăкланнине палăртать аслă лейтенант.

«Салтак атти тăхăнма пĕрре те хăрамалла мар. Тĕрлĕ чăрмавсем сиксе тухсан командирсем пулăшма яланах хатĕр. Çулталăк салтак пăтти çини кĕлеткене пиçĕхтерет, характера çирĕплетет, унсăр пуçне ыррипе усаллине уйăрма вĕрентет», — вĕçлерĕ сăмахне В.Васильев.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика