09 июня 2012 г.
Ачасем — пирĕн пуласлăх, пирĕн телей, тетпĕр эпир яланах. Телейлĕ ачалăха камăн туса памалла-ши; Паллах, пирĕн — аслисен: ашшĕ-амăшĕсен, аслăшшĕ-асламăшĕсен, кукашшĕ-кукамăшĕсен, ачасемпе ĕçлекенсен. Çакна тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи «Хĕвел» ача сачĕн коллективĕ.
Июнĕн 1-мĕшĕнче пирĕн ача садĕнче пысăк уяв иртрĕ. Мероприятие йĕркелесе тата ертсе пыраканĕ А.Родионова воспитатель пулчĕ. Хăнасене савăнтарма уява «клоун» та килсе çитрĕ. Ачасем юрăсем шăрантарчĕç, тĕрлĕрен ташăсем ташларĕç. Аслисем те айккинче юлмарĕç, хăйсем те юрра-ташша пултарнине кăтартса пачĕç.
Малалла вара чи хавасли пуçланчĕ. Çитĕннисемпе ачасем тĕрлĕрен эстафетăсенче ăмăртрĕç. Çанталăк сивви те кăмăлсене хуçмарĕ: урам кĕрлесе анчах тăчĕ. Вăйăсенче туслăх çĕнтерчĕ.
Çак уява хатĕрлес ĕçре тăрăшнă А.Родионова воспитателе, П.Петровăна, И.Щетинкинана, Н.Евграфовăна, Л.Анисимовăна тата ытти ашшĕ-амăшĕсене чунтан-чĕререн тав сăмахĕ калас килет.
Источник: "Каçал Ен"