АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿкерчĕксен выставки уçăлчĕ

09 июня 2012 г.

 

Нумаях пулмасть «Çĕр тата çынсем» музейре район администрацийĕн пуçлăхĕн призĕсемшĕн йĕркеленĕ «Тĕнче — ачасен куçĕсемпе» ÿкерчĕксен выставкине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта пирĕн районти ачасем çеç мар, Елчĕкри, Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕсене çÿрекенсем те хутшăнчĕç. Çакăн евĕр выставка кăçалхипе 6-мĕш хут иртрĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев уçрĕ, ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе саламларĕ, конкурса хутшăнма кăмăл тунисене тав турĕ. Район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ В.Васильев ача-пăча искусство шкулĕ лайăх ĕçленине, чылай ача çитĕнсен хăйсен пурнăçне ÿнер искусствипе çыхăнтарнине палăртрĕ. Çавăн пекех ача-пăча искусство шку-лĕсен преподавателĕсем тухса калаçрĕç, выставкăна тăратнă ĕçсен илемĕнчен, тарăн шухăшĕнчен тĕлĕнчĕç.

Унтан чи кĕтнĕ самант — çĕнтерÿçĕсен чыславĕ çитрĕ. Ачасен ĕçĕсене 3 номинаципе хакларĕç. Кĕçĕн ÿсĕмрисем «Тăван ен историйĕ» темăпа ÿкернĕ. Вĕсен хушшинче Шăмăршă хĕр ачи Юля Васильева пĕрремĕш вырăна тухнă. 2-мĕш вырăнта — Арина Албутова (Комсомольски), 3-мĕш вырăнта — Настя Чернова (Елчĕк).

«Раççей историйĕ» номинацире Настя Макарова (Комсомольски) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Виктор Шаурбинпа (Елчĕк), Настя Давыдова (Комсомольски) — иккĕмĕш, Света Петровăпа Разилия Фасхутдинова (Комсомольски) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

«Раççейĕн истори йăлисем» номинацире Шăмăршă хĕрĕ Света Петрова çĕнтернĕ.

2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Алла Зайцевăпа (Комсомольски) Валентин Родионов (Шăмăршă) пайланă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем дипломсене тата парнесене тивĕçнĕ. Конкурса хутшăннă ытти ачасене тав хучĕсем панă.

Çавăн пекех çамрăк 3 ÿнерçĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн аллинчен кăçал ача-пăча искусство шкулне вĕренсе пĕтерни çинчен калакан свидетельствăсем илчĕç. Вĕсене те пуçтарăннисем ăшшăн саламларĕç. Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕренÿ пайĕн заведующине Л.Петровăна Россия Федерацийĕн Культура министерствин грамотипе чысларĕç.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет: выставка çу каçипех ĕçлет. Унта шкулсенчи лагерьсене çÿрекенсем те, хуларан каникула килекенсем те, уйрăм çынсем те кĕрсе курма пултараççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика