09 июня 2012 г.
Иртнĕ вырсарни кун, çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесе, районти «Заря» тата «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тăрăшакансем Акатуй—Сабантуйра савăннă.
Çĕнĕ Мăратра иртнĕ юрă, ĕç тата спорт уявне Тукай ял поселени пуçлăхĕ Ольга Андреева уçнă. Вăл пурне те ăнăçу, татулăх суннă. «Заря» ЯХПК ертÿçи Владимир Макаров ĕçре уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе наградăланă.
Ун хыççăн художество пултарулăх коллективĕпе уйрăм солистсем уява килнĕ халăха савăк юрă-ташăпа савăнтарнă. Куракансене уйрăмах Шупашкарти музыка училищинче вĕренекен Валерий Смирновпа Александр Майоровăн номерĕсем килĕшнĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хăйсен йĕри-тавра çынсене нумай пухнă. Вячеслав Шельтямов чи паттăрри пулнине çирĕплетнĕ, така илме тивĕçнĕ.
Юлашкинчен пухăннисене чăваш эстрада юрăçисем юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.
«Труд» ЯХПКри Акатуй—Сабантуйĕнче чи малтанах пухăннисене саламласа Ремис Шарафутдинов председатель сăмах каланă. Вăл хĕрÿ тапхăрта палăрнă çĕр ĕçченĕсене тав тунă, Хисеп грамотисем, хаклă парнесем парса чысланă. Ун хыççăн район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, Чĕчкен ял поселени пуçлăхĕ Юрий Лукиянов уява килнисене саламланă.
Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе «Слава картофелю» агрофирма» ОООн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин, чылай çул «Труд» ЯХПКна ертсе пынă Василий Николаев, «Дружба» ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров тухса калаçнă.
Уява килнисене Аслă Чурачăкри информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем, «Илем» ансамбль, Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем тата ыттисем те юрă-ташăпа савăнтарнă, савăк кăмăл парнеленĕ. Уявпа пурте кăмăллă юлнă.
Источник: "Каçал Ен"