АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урам уявĕнче

09 июня 2012 г.

 

Иртнĕ вырсарникун Тури Тимĕрчкасси ялĕнчи Çĕнĕ касра тĕпленнисем урам уявĕ йĕркелерĕç. Чи малтанах пухăнса урам историне аса илчĕç. Ваттисем каланă тăрăх, Çĕнĕ кас вырăнĕнче вăрман кашласа ларнă, çавăнпа та урамри малтанхи çуртсене йывăçсене кăкласа лартма тивнĕ. Чи малтанхи çурта Ращи Павăлĕ тунă, ăна XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче лартнă. Çултан-çул çак урамри çуртсен шучĕ ÿснĕ. Паянхи кун Çĕнĕ касра 29 çурт. Ĕçлекенсем 30-ăн, тивĕçлĕ канурисем 13-ĕн, шкул ачисем 20-ĕн, пĕчĕккисем иккĕн. Аслă пĕлÿллисем 25 çын. Вĕсен йышĕнче медицина ĕçченĕ, ветврач, учительсем, агрономсем тата ыт. те. Пирĕн хушăмăрта тава тивĕçлĕ 2 педагог, тава тивĕçлĕ врачсем иккĕн, медицина ĕçченĕ — 1, тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ те пур.

Ĕçре ырă ят çĕнсе илнисем йышлăн пурăнаççĕ кунта. Л.А. Трофимова вăхăтĕнче Мускаври ВДНХан бронза медальне тивĕçнĕ; А.Т.Яковлевăна çунакан вăрмана сÿнтернĕшĕн медальпе наградăланă; Е.П.Яковлев пуçарнипе ял çыннисем сад ĕрчетнĕ; И.Я.Захаров «Хисеплĕ колхозник» ята тивĕçнĕ; Н.Н.Герасимов çамрăксене спорта явăçтарать.

Урам уявĕнче спорт вăййисем нумай пулчĕç. Чылайччен савăнчĕ Çĕнĕ кас халăхĕ уявра.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика