АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çын ĕмĕртен хисепре

09 июня 2012 г.

 

Райцентрти суту-илÿ çуртĕнчен çын пĕр самантлăха та татăлмасть. Пĕрисем пусма-тавар туянаççĕ, теприсем вара ятарлă вĕренÿ тата ытти кĕнекесем илеççĕ.

Комсомольски райповĕн суту-илÿ çурчĕн «Кĕнекесем» уйрăмĕнче 30 çул ытла ĕнтĕ Светлана Краснова ĕçлет. Вăл Комсомольски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Дубовкăра пионервожатăйра тăрăшнă. Каярахпа Ульяновскри кĕнекесен техникумĕнче пĕлÿ пухма пуçланă, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.

«Кĕнекепе эпĕ мĕн пĕчĕкренех çывăх туслашнă. Манăн анне, çур ĕмĕре яхăн ачасене вĕрентес ĕçре тăрăшнăскер, литература нумай вулатчĕ. Вăлах кĕнекесене юратма хăнăхтарчĕ», — аса илчĕ Светлана Николаевна.

Шкула кайичченех вулама вĕреннĕскер, халĕ те нумай вулать С.Краснова. Урăхла май та çук. Туянакана кашни кăларăм мĕн çинчен пулнине те ăнлантарса пама пĕлмелле. Вăхăтлă сĕнÿ-канаш та памалла. Светлана Николаевна пуринпе те сăпайлă калаçать. Ахальтен мар ĕнтĕ «Ыйтусемпе сĕнÿсен кĕнекинче» тавар туянакансем ăна мухтаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ.

С.Краснова хăйĕн ачисене мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслашма хăнăхтарнă. Паянхи кун вара мăнукĕсемпе пĕрле тĕрлĕ литература вулать. Çуралнă кунĕсемпе саламласа вĕсене кĕнекесем парнелет. Нумай вулакан ăс-тăнĕпе ыттисенчен уйрăлса тăнă, тăрать те.

С.Красновăпа пĕр уйрăмра чылай çул В.Шумилкина ĕçлет. Пĕр-пĕрне ăнланса, итлесе тăрăшаççĕ вĕсем. «Туслăхра — вăй» тесе ваттисем ахальтен каламан. Светлана Николаевнăпа Валентина Валерьевна райпо суту-илÿ тума панă плана пурнăçлаççĕ. Кашни уйăхра 107 пин тенкĕрен кая мар тавар сутаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика