АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсене вăхăтра тума тăрăшаççĕ

09 июня 2012 г.

 

Районти ял хуçалăх кооперативĕсен ĕçченĕсен ларса канма вăхăт çук тесен те юрать.

Нумай çул ÿсекен курăксем пулса çитнĕ, эппин, вĕсене çулмалла, типĕтмелле, пуçтарса кĕртмелле.

Ĕçĕ нумай, çанталăк уяр тăнă чухне вĕсене йăлт туса ĕлкĕрмелле.

«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн нумай çул ÿсекен курăксен хирĕсенче ĕç вĕресе çеç тăрать. Акă, козлятник ÿсекен лаптăкра пикенсех типнĕ курăка преслаççĕ. Фермăра выльăх-чĕрлĕхе хĕлĕпе тăрантарма чылай утă кирлĕ. Çакна асра тытса кооператив ĕçченĕсем çумăрсем пуçланиччен типнĕ курăка пĕтĕмпех пуçтарса кĕртес тесе тăрăшаççĕ, ирпе ирех хире тухса каç пуличченех вăй хураççĕ.

Алмаз Минназетдиновпа Григорий Морозов механизаторсем типнĕ козлятнике преслаççĕ, Нурислам Зейнетдинов вара паккуссене ворошилкăпа хускатса пырать.

Эпир хире пынă чухне мастерской заведующийĕ, диспетчерĕ Рашид Айнетдинов та кунтаччĕ. Мастерской ĕçченĕсем тракторсен тата ытти агрегатсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Ара, кăлтăксăр ĕçлекен техникăран утта хăçан пуçтарса кĕртсе пĕтересси чылай килет-çке. «Пĕр-икĕ кунтан çак 97 гектар çинчи типĕ утта пĕтĕмпех пуçтарса кĕртме палăртнă. Çавăнпа та çывăх вăхăтрах ку участок çине Рамил Алимов механизатор куçĕ. Хальлĕхе вăл çĕр улми йăранĕсене хăпартать», — тет Р.Айнетдинов.

«Труд» ЯХПКан тепĕр хирĕнче люцернăна çулса пăрахнă. Вăл типсех çитмен-ха. Козлятник хирĕнчи ĕçсене вĕçленĕ çĕре шăпах пулса çитмелле, вара механизаторсем пĕр тăхтаса тăмасăр унта куçĕç. «Маларах çулса пăрахнă типнĕ утта пресласа хумалла, унсăрăн унăн пахалăхĕ чакать. Утă ĕçĕ вăхăтра тунине юратать», — теççĕ хуçалăх ĕçченĕсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика