06 июня 2012 г.
Юлашки вăхăтра Комсомольски ялĕнчи урамсенче хуçасăр йытăсем нумайланчĕç. Унта та кунта чупкаласа çÿреççĕ, ватăсемпе ачасене вĕрсе хăратаççĕ. Çăмламасскерсенчен темĕн те кĕтме пулать. Сыхлăха çухатсан çыртма та пултараççĕ вĕсем.
Акă, нумаях пулмасть, ир-ирех кĕтÿ хăвалама кайрăмăр. Каялла килнĕ чухне районти шалти ĕçсен пайĕ çывăхĕнчи Комсомольская урампа таврăнатпăр. Кунта кăштах çеç утрăмăр, кĕтмен-çĕртен таçтан-муртан тăватă йытă çури сиксе тухрĕ те пирĕн хыççăн чупа-чупа хаяррăн вĕрме пуçларĕ. Хăваласан та тармаççĕ, каймаççĕ усалскерсем. «Çыртаççех пулĕ», — тесе хăракаласа пыратпăр. Юрать-ха, пиртен ин-
çех мар ар çынсем утатчĕç. В.Пундяков пушшипе темиçе хутчен хыттăн шаплаттарчĕ, тинех тăватă ураллăскерсем хăраса айккинелле тарчĕç.
Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă шкул çумĕнчи палăк патне çитрĕмĕр. Кунта та пире самаях пысăк 3—4 йытă «кĕтсе илчĕ». Патакпа темиçе хутчен хăмсара-хăмсара кăна хăратрăмăр.
Урамра шкул ачисем те, пĕчĕкреххисем те выляççĕ. Йытăсем вĕсене темĕнле инкек те кăтартма пултараççĕ. Çавăнпа та пирĕн урамсенчи хуçасăр йытăсенчен хăтăласчĕ. Ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ органсем кирлĕ ĕçсем тăвасса шанас килет.
А.Таборкина, Н.Васильева, З.Соловьева, В.Сумзина, В.Шимонис...
Источник: "Каçал Ен"