АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Планпа çуралнă «халăх тăшманĕсем»

06 июня 2012 г.

Çирĕммĕш ĕмĕрти вăтăр çиччĕмĕш çулсем пирĕн çĕр-шывшăн, халăхшăн ахăр самана пулса тăнă: тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен рабочисем, хресченсем, тĕрлĕ шайри пуçлăхсем кĕтмен-туман çĕртен «халăх тăшманĕсем» пулса тăнă. Вĕсене ним айăпсăрах пере-пере пăрахнă, вуншар çул тĕрмесенче нушалантарнă.

Эпĕ çак кунсенче Галина Белгалис писатель çырнă «Любовь на ладони» кĕнекене вуласа тухрăм. Унта кĕртнĕ «От нищеты до нищеты» повеçре «халăх тăшманĕ» тунă Борис Петрович Корнилов паллă писатель тата ытти çавăн йышши «тăшмансен» кун-çулĕ çинчен каласа панă.

Вун тăхăр çулти Карп Васильевич Ефимова ним сăлтавсăр «халăх тăшманĕ» туса Лефортово тĕрминче совет влаçне хирĕç тăнă каварлă ушкăнра тăшманла ĕç тунине вăйпа йышăнтарасшăн асаплантарнă. Анчах та çамрăк туман айăпа йышăнман. Сăмах май каласан, асапа тÿсеймесĕр, пурпĕрех вилетпĕр тесе нумайăшĕ хăйсене айăпласа çырнине йышăнса алă та пуснă. Ефимов çамрăка, ура çине тăрайми пулнăскере, ирĕке кăларнă. Тĕрмере пулни çинчен никама та калама хушман ăна.

Карп Васильевич мĕн ватăлса виличченех айăпсăр «тăшман» тунă çынсен шăписене тĕпчесе ирттернĕ. Вĕсен ырă ячĕсене тавăрассишĕн тăрăшнă.

Малтан çак повеç çирĕп вăрттăнлăхра упраннă документсенчи фактсемпе паллаштарать. 1937 çулта партин тĕп комитечĕ совет влаçне хирĕç «кĕрешекенсемпе» йышăну тунă пулнă. Ăна пурнăçласа НКВД халăх комиссарĕ Ежов 1937 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче 00447 "-лĕ приказ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн кашни республикăна, облаçа план (разнарядка) çирĕплетнĕ, НКВД-ăн вырăнти органĕсен ăна пурнăçламалла пулнă.Чăваш АССРĕнче 300 çынна персе пăрахмалла (1-мĕш категори), 1500-шне (2-мĕш категори) вилĕм лагерĕсене ăсатмалла пулнă.

«Халăх тăшманĕсене» пурне те Уголовлă кодексăн 58 статйипе айăпламалла пулнă.

НКВДăн вырăнти органĕсем — «тройкăсем» — 3—5 çул е темиçе уйăха ирĕксĕр хăвармалли статьясемпе питех усă курман. Ытларах персе вĕлермелли е нумай çула хупмалли статьясемпе усă курнă. «Тройкăсем» разнарядкăна ытлашшипех пурнăçлама тăрăшнă, ун пеккисем хисепре пулнă.

Çĕр-шыв историне тĕпчекенсен — çамрăксен те, ваттисен те — Галина Белгалисăн çĕнĕ кĕнекипе паллашмаллах тесшĕн. Иртнĕ пурнăçра ыррипе пĕрлех усалли те нумай пулнă. Çак йăнăшсем пирĕн пурнăçра текех ан пулччăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика