06 июня 2012 г.
... Афганистанри çапăçусене пирĕн районтан 225 çын тухса кайнă. 40 ытла воин-интернационалист паттăрлăхпа хăюлăхшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Шел, районти 5 каччăн унти вăрçă хирĕсенче куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă. Вĕсенчен пĕри вăл — Йÿç Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Шмелев.
Ăна асăнса ирттерчĕç те ĕнтĕ июнĕн 3-мĕшĕнче Йÿçшăхальсем шкулти спорт площадкинче футбол турнирĕ.
Чи малтанах паттăра асăнса пухăннисем асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ун хыççăн педагогика ĕçĕн ветеранĕ Геннадий Краснов, пĕрле ÿснĕ юлташĕсем Анатолий Алексеевпа Валерий Лукиянов, культура тытăмĕн ĕçченĕ Людмила Козлова тата ыттисем сăмах каларĕç.
Турнирта икĕ команда — аслăрах çулсенчисемпе çамрăксем — вăй виçрĕ. Хĕрÿ тупăшура çамрăксен команди 5:4 шутпа çĕнтерчĕ. Ăмăртăва Вячеслав Скворцов (Юнтапа ялĕ) йĕркелерĕ. Вăйă хыççăн С.Шмелевăн аппăшĕ — Зинаида Волкова турнира хутшăнакансене пурне те тав турĕ, Дипломсемпе наградăларĕ.
Пĕр япала кăна пăшăрхантарать: турнир иртесси çинчен пĕлтернĕ пулсан та, унта çынсем сахалăн хутшăнчĕç. Паттăрсене асра тытасчĕ, çитĕнекен ăрăва вĕсен ятне упрама хăнăхтарасчĕ.
Источник: "Каçал Ен"