АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туянакансемшĕн тăрăшаççĕ

06 июня 2012 г.

Комсомольски райповĕн производство комбиначĕ тутлă çи-мĕçсем пĕçерме тытăннăранпа кăçал çулталăк çитет. Коллектива Елена Розова заведующи ертсе пырать. Вун çичĕ çынран тăракан йыш кунсерен кукăль-булка, аш-какай изделийĕсем (полуфабрикатсем) 35 пин тенкĕлĕх пĕçерсе-хатĕрлесе магазинсене, шкулсене ăсатать. Уйрăм çынсенчен те заказсем йышăнать.

Надежда Чипчигина райпо тытăмĕнче 38 çул ĕçлет. Маларах чылай çул кондитер цехĕнче вăй хунă. «Эпир, ялта çуралса ÿснĕскерсем, пĕчĕкренех чустаран тĕрлĕ çимĕçсем пĕçерме хăнăхатпăр. Çак ĕçрех ĕмĕр иртрĕ ĕнтĕ», — шÿтлет Надежда Николаевна.

Надежда Гималиевăпа Гельфия Фасхутдинова райпо тытăмĕнче нумай çул ĕçлеççĕ. Надежда Ильинична маларах «Весна» ресторанта поварта тăрăшнă. Гельфия Зиатдиновна темиçе теçетке çул повар-кондитерта ĕçлет. «Тавар çаврăнăшне малашне те ÿстерсе пырасчĕ. Чи пахи вăл пирĕншĕн — туянакансем эпир хатĕрленĕ çимĕçсене юратса çини», — теççĕ тăрăшуллă кондитерсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика