06 июня 2012 г.
Нанотехнологи аталанă-вĕсĕр паян çĕр-шывра инноваци экономикине никĕслеме май çукки куç кĕрет. РФ Президенчĕ, Правительство Председателĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ нанотехнологи тытăмне çине тăрсах аталантармаллине пĕрре çеç мар палăртнă. Раççей наукин, бизнесĕн тата промышленноçĕн ку енĕпе пысăк утăмсем тумалăх вăй-хăвачĕ çителĕклĕ. Çĕр-шыври тĕпчев центрĕсен ăслăлăх ĕçĕсем тĕнче шайĕнчисенчен нимĕнпе те кая мар.
Шупашкарта Наци библиотекинче федерацин тата республикăн тĕллевлĕ программисемпе пурнăçланакан хăш-пĕр нанопроект ĕçĕсен куравĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна уçма республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
«Нанотехнологисен эрни» регион проектне иккĕмĕш çул ирттереççĕ. Вăл шкул ачисен,
студентсен, пысăк технологисен аталанăвĕпе кăсăкланакансен хушшинче пысăк сумлă. Куравра тĕлĕнмелле наноматериалсемпе, энерги перекетлекен мал курăмлă технологисемпе, нанотĕнчене сăнама май паракан тĕрлĕ хатĕрпе паллашма май пур. Экспозицие çавăн пекех çамрăк художниксем нанотехнологи компанийĕсен продукчĕсемпе усă курса хатĕрленĕ арт-объектсене кĕртнĕ. Кăçал курав РОСНАНО проект компанийĕсен çĕнĕ экспоначĕсемпе пуянланнă. Проектăн пĕлтерĕшлĕ тепĕр енĕ — ачасен ÿкерчĕкĕсен «Пуласлăх япали» конкурсĕ.
Михаил Игнатьев курава хутшăннă ĕçсен авторĕсене, студентсене хăйсем суйласа илнĕ çулпа сулмаклăн утма, малалла аталанма, ăста специалистсем пулма ырă суннă. «Хальхи вăхăтра тĕрĕс наукăсене шĕкĕлчекенсем, инженерсем çитмеççĕ, — тенĕ вăл. — Шкул пĕтерекенсене ку енĕпе вĕренме хавхалантарас тĕллевпе ятарлă стипенди туса хутăмăр. Ăна республикăри аслă шкулсенче физикăпа тата математикăпа пуринчен те лайăх ĕлкĕрсе пыракансем çулталăк хушши илсе тăрĕç». Михаил Васильевич çавăн пекех куравăн пĕлтерĕшĕ пысăккине, вăл çамрăксене çĕнĕлĕхсем патне ăнтăлма пулăшассине палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"