06 июня 2012 г.
Районта шурă халатлă ĕçченсем Донор кунне тăтăшах йĕркелеççĕ. Акă, июнĕн 5-мĕшĕнче те Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче Донор кунĕ пулчĕ. Ăна Канашри юн яракан станци тата районти тĕп больница ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Вĕсем: Надежда Михайлова врач, Гафие Азизова, Гульназ Сазиева медсестрасем, Луиза Петрова фельдшер, Роза Такинапа Ирина Батманова санитаркăсем тата ыттисем те.
Донор кунĕнче Дания Гафурова (Урмаел), Владислав Тяканов (Кивĕ Сĕнтĕр), Сергей Шуряшкин (Аслă Чурачăк), Марина Титовăпа Татьяна Макова (иккĕшĕ те Комсомольски) пĕрремĕш хут юн пачĕç. Сăваплă ĕçе уйрăмах районти тĕп больница ĕçченĕсем (4) хастар хутшăннă.
Шурă халатлă ĕçченсем Донор кунне йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн районти культурăпа кану центрĕн дирекцине тав тăваççĕ.
Сăваплă ĕçе çак кун пурĕ 50 çын ытла хутшăнчĕ.
Источник: "Каçал Ен"