06 июня 2012 г.
Районта ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ пулсан та, çĕр ĕçченĕсен канса ларма вăхăт çук, уй-хирсенче ĕç шавĕ пĕр самантлăха та чарăнмасть. Хуçалăхсенче тырăсене çум курăксенчен хими препарачĕсемпе им-çамлаççĕ. Ку ĕçе пурĕ 7 пин гектар çинче пурнăçланă, çав шутра «Дружба» ЯХПКра — 700 гектар, «Трудра» — 550, «Урожай» колхозра — 490 гектар.
Çĕр улми уйĕсенче йăрансене пикенсех хăпартаççĕ. Паянхи куна пурĕ 1006 гектар çинче çак ĕçе туса пĕтернĕ. «Дружба», «Асаново», «Алга» ЯХПКсенче, «Дубовка», «Сюрбеево», «Золотой колос» ОООсенче, «Родина», Ивановăн, Атласкинăн фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми йăранĕсене хăпартассине вĕçленĕ.
Районти 10 хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксене утă валли çулаççĕ. Хальлĕхе çулнă курăкăн лаптăкĕ 404 гектарпа танлашать. Çав шутра «Искра» колхозра —100 гектар, «Труд»
ЯХПКра — 80 гектар, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче 80 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. Ытти хуçалăхсене те нумай çул ÿсекен курăксене ырана хăвармасăр çулма тухма сĕнес килет. Мĕн чул иртерех пĕрремĕш хут çулса илетпĕр, çавăн чухлĕ маларах тепĕр хут çитĕнет. Ĕçе вăхăтра пурнăçланине вара нимĕн те çитмест.
Хăш-пĕр хуçалăхсенче пахча çимĕç культурисем çине уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. Гектарĕ-гектарĕпе акнă севок, кишĕр вăй хумасăр лайăх тухăç памаççĕ, паллах. Кĕркунне пысăкрах тупăш илес тесен паянах çанă тавăрса ĕçлемелле. Çум курăксем çывăрмаççĕ, çавăнпа та çĕр ĕçченĕсем вĕсемпе кĕрешме пуçланă та ĕнтĕ. Кишĕр, севок, сухан, кăшман анисенче ĕç вĕресе çеç тăрать. Ял çыннисем пикенсех йăрансене çум курăкран тасатаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"