02 июня 2012 г.
Майăн 25-мĕшĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшакансем «Все работы хороши!» темăпа вакансисен ярмăрккине йĕркелерĕç. Унта Чĕчкен, Аслă Çĕрпÿел ял песелени пуçлăхĕсем, Комсомольски райповĕн тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕн кадрсемпе ĕçлекен инспекторĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех ĕçсĕр 21 çын сĕннĕ ĕç вырăнĕсемпе паллашрĕ, вĕсенчен 5-шĕ — пенси умĕнхи ÿсĕмрисем.
Ярмăркка вăхăтĕнче 3 çын вăхăтлăха, 1-и яланлăхах ĕç вырăнĕллĕ пулчĕç.
Вакансисен ярмăрккинче çавăн пек килнисене видео-чат (Skype) программипе епле усă курмаллине кăтартса патăмăр.
Источник: "Каçал Ен"