АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хырайĕнелсем унпа мухтанаççĕ

02 июня 2012 г.

Комсомольски районĕ паллă çынсемпе пуян. Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Никитич Воробьев та вĕсен шутне кĕрет. Вăл шыв айĕнче ишекен атомлă пĕрремĕш карапăн, «Ленинский комсомолăн», матросĕ пулнă.

Николай 1938 çулта нумай ачаллă хресчен çемйинче кун çути курнă. 9 класс вĕренсе пĕтерсен училищĕре пĕлÿ пухнă, монтер специальноçне алла илнĕ. Унтан вăл Пермь облаçĕнчи Кизел хулинче ĕçлеме тытăннă. 1958 çулта Н.Воробьев çар ретне тăнă.

«Таçта урăхларах çĕре илсе кайнине военкоматра сывлăха çирĕп тĕрĕсленинченех пĕлтĕм. Анчах та никам та, нимĕн те каламарĕç», — аса илетчĕ Николай Никитич. Вăл «Ленинский комсомол» (К—3) подлодка çине 1959 çулта пĕрремĕш хут ура ярса пуснă. Экипаж медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă та 1962 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче Çурçĕр полюсне çула тухнă. Вăл вăхăтра пирĕн ентеш 1-мĕш статьяллă старшина, 2-мĕш вахта командирĕ пулнă.

«Июлĕн 17-мĕшĕнче ирхине 7 сехетре Çурçĕр полюсне çитрĕмĕр. 9 сехет те 53 минутра каялла килме тухрăмăр. 21-мĕшĕнче Йоканг (Гремиха) базине каялла çаврăнса çитрĕмĕр», — тесе каласа пани те асрах.

Кунта карапа Правительство членĕсем кĕтсе илнĕ. Вĕсен шутĕнче — Н.С.Хрущев та. Çак походра уйрăмах палăрнисене Совет Союзĕн Геройĕн ятне пани çинчен Указ вуласа панă. Н.Н.Воробьев вара «За отвагу» медале тивĕçнĕ.

Çар служби хыççăн Николай Полярные Зори хулинче тĕпленнĕ, çемье çавăрнă, мăшăрĕпе вĕсем 3 хĕр пăхса ÿстернĕ. Белоярски АЭСĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Тăван ялтан инçетре пурăннă пулсан та, Николай Никитич çывăх çыннисене пĕрре те манман, час-часах килсе çÿренĕ. Юлашки çулсенче вара, сывлăхĕ хавшанипе, тăтăш килеймен, шăнкăравласах тăнă, ял хыпарĕсемпе интересленнĕ.

Нумаях пулмасть Н.Воробьевăн аслă хĕрĕ телефонпа хырайĕнелсене вĕсен ашшĕ нумай вăхăт чирлесе выртнă хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупни çинчен пĕлтернĕ.

Пирĕн ялта историе кĕнĕ çакăн пек çын пулнишĕн эпир савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Çакă пăшăрхантарать: район энциклопедийĕнче çĕр-шывра шыв айĕнче ишекен пĕрремĕш карап çинче хĕсметре пулнă çын пирки нимĕн те çырман. Ман шутпа, Н.Н.Воробьев çинчен çитĕнекен ăрăвăн пĕлмеллех.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика