02 июня 2012 г.
Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин пуçарăвĕпе майăн 10-мĕшĕнче «Пушар хуралĕн чаçĕсенче — уçă алăксен кунĕсем» акци пуçланчĕ. Паянхи куна графике çирĕплетнĕ — вут-çулăмпа кĕрешекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кашни кĕçнерни кун, октябрь уйăхĕчченех пулать. Экскурсие кĕçĕн çулхи ачасене, шкулта вĕренекенсене илсе пырас кăмăллисене çак адреспа кĕтетпĕр: Комсомольски ялĕ, Промышленная урам, 3-мĕш çурт.
Акци вăхăтĕнче çитĕнекен ăрăва пушар хăрушлăхĕ пирки унта ĕçлекенсем тĕплĕн каласа парĕç, тĕрлĕ конкурссенче хатĕрленĕ экспонатсемпе те паллаштарĕç.
Источник: "Каçал Ен"