02 июня 2012 г.
Урмаелĕнчи «Мишар» эстрада ансамблĕ майăн 14—22-мĕшĕсенче Турцин тĕп хулинче Анкарара иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен «FOMGED» фестивальне хутшăннă. Çак уява çамрăксен тата спорт кунне халалланă.
Фестивальте 134 çĕр-шывăн юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе сцена çине тухнă. Тăхăр куна тăсăлнă фестивале хутшăннисем тăван халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарнă, куравсем йĕркеленĕ, мастер-классем кăтартнă.
«Мишар» эстрада ансамблĕ мишерсен, Хусан тутарĕсен, чăвашсен юрри-ташшине лартса панă. Уява çавăн пекех Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Надежда Абдюшева та хутшăннă, куракансене «Эпир – Чăваш Енрен» выставкăпа савăнтарнă.
Источник: "Каçал Ен"