02 июня 2012 г.
Елчĕк район сучĕ нумаях пулмасть прокуратура янă тавăçа пă-хса тухрĕ. Унпа килĕшÿллĕн, пĕр çын компьютерĕнче упраннă «Люди первой подрасы, «Христианство/Мусульманство», Хайрутдин Гиммадиевич Гимадутдинов», «В древнем мире все люди говорили», «Я удивляюсь и не понимаю», «I made a discovery.doc», «Truth-teres.doc» файлсем экстремистла материалсем шутла-
наççĕ.
Суд палăртнă тăрăх, 50-ри арçын 2011 çулхи январĕн 13-мĕшĕнченпуçласа мартăн 29-мĕшĕччен Интернет сечĕ урлă республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен электронлă почтисене çÿлерех асăннă материалсен тексчĕсене ярса панă.
Саккунпа вăя кĕнĕ суд йышăнăвне Россия Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленине экстре- мистла материалсен федераллă списокне тăратма янă.
Тепĕр хут асăрхаттаратпăр: экстремистла материалсене сарнăшăн уголовлă явап тыттараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"