АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вак тата вăтам предпринимательство аталанать

26 мая 2012 г.

Хальхи вăхăтра социаллă тата экономикăлла ыйтусене татса парассинче, районăн экономикине аталантарассинче вак тата вăтам предпринимательсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çакă çулсерен ытларах та ытларах палăрать. Уйрăм предпринимательсем туса кăларакан продукцин калăпăшĕ ÿсет, çĕнĕ технологисемпе усă курнăран таварăн ассортименчĕ пуянланать, пахалăхĕ лайăхланать. Бюджета кĕрекен налуксен шайĕ те ÿссех пырать. Чăваш Республикин федераллă налук службин управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне уйрăм предпринимательсемпе юридици сăпачĕсем район бюджетне 68614 пин тенкĕ налук тÿленĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 18,2 процент ытларах.

Уйрăмах суту-илÿпе обществăлла апатлану сферисем лайăх аталанаççĕ. Çакă ку отрасльсенче тăкаксем хăвăрт саплашăннипе тата яланах ыйту пулнипе çыхăннă.

Ял хуçалăхĕнчи вак тата вăтам предприятисем те аван аталанаççĕ.

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 129 пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕ, 649 уйрăм предприниматель ĕçленĕ. Вак тата вăтам предпринимательствăра апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1618 çын тăрăшнă.

Район территорийĕнче 200-е яхăн потребитель рынокĕн объекчĕ. Районта сехет, атă-пушмак, килти техникăна тата автотранспорта юсакансем, тумтир çĕлекенсем, парикмахерсем, косметика тата фото пичетлес енĕпе ĕçлекенсем пур.

Вак тата вăтам предпринимательствăна лайăх аталантарас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ 2011 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче «2011—2015 çулсенче ЧР Комсомольски районĕнчи вак тата вăтам предпринимательствăна пулăшма муниципаллă тĕллевлĕ программăна» çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне предпринимательсене пулăшас тĕллевпе консультацисем ирттереççĕ. Çавăн пекех вак предпринимательство субъекчĕсене муниципаллă пурлăха çăмăллăхлă хакпа арендăна параççĕ. Районти предпринимательсем харпăр хăй бизнесне уçма паракан гранта илме республикăри конкурса хастар хутшăнаççĕ. 2011 çулта районти 4 предприниматель 300 пин тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри — Вероника Макарова. Вăл Комсомольскинче ача-пăчана аталантармалли центр йĕркеленĕ.

Алсу Салахутдинова гипсран тĕрлĕ хатĕрсем ăсталать. Вăл орнаментлă карнизсем, молдингсем, колоннăсем, аркăсем, декоративлă панносем тата ытти те тăвать, çуртсен тулаш енĕсене илемлетет.

Сергей Зайцев пахча çимĕç ÿстерме теплица комплексĕ туса хунă, купăстапа хăяр ÿстерет.

Анатолий Никитин сысна ĕрчетет. Вăл пысăк сысна ферми туса хунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика