26 мая 2012 г.
Хăйĕн бизнесне пуçласа яма кашниех хăюлăх çитереймест. Ку питĕ теветкеллĕ, пĕр хăвăн тата çывăх çыннусен ăс-тăнĕпе вăй-халĕ çине шанса пикенмелли ĕç-çке вăл. Çапах нимле йывăрлăхсенчен хăраман, кирек мĕнле чăрмава та парăнтарма пултаракан çынсем сахал мар пирĕн хушăра. Комсомольски районĕнче 629 уйрăм предпринимателе (майăн 22-мĕшĕ тĕлне, налук инспекцийĕн кăтартăвĕсемпе) шута илнĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра 1519 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Вĕсем районта тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ: суту-илÿре, ял хуçалăхĕнче, строительствăра, тĕрлĕ пулăшу панă тата ытти çĕрте те. 2011 çулхи кăтартусем тăрăх, вĕсен вăтам ĕç укçи 7495 тенкĕ пулнă. Танлаштарма: районти иртнĕ çулхи вăтам ĕç укçи — 10543 тенкĕ шайĕнче.
Майăн 23-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче предпринимательсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев уçрĕ, ертсе пычĕ. Комсомольски районĕнче предпринимателлĕх епле аталанни, унăн çитĕнĕвĕсемпе татса памалли ыйтăвĕсем çинчен экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина чарăнса тăчĕ. Районти çынсене ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертÿçи Галина Воронова ĕçсĕррисем хăйсен бизнесне пуçлас шухăш тытсан вĕсене патшалăх мĕнле майсемпе пулăшма пултарни çинчен кĕскен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех налук инспекцийĕн, Пенси фончĕн, Ял хуçалăх тата Перекет банкĕсен районти уйрăмĕсен представителĕсем Надежда Поликарповăпа Ирина Самарина, Зинаида Григорьева, Светлана Тарасова предпринимательсене пырса тивекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин предпринимателлĕхпе ремесласен аталанăвĕн уйрăмĕн начальникĕ Елена Сергеева Чăваш Енре 2011 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнес ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, патшалăх республикăри предпринимательсене паракан пулăшусен формисемпе мелĕсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç канашлăва хутшăнакансем.
РФ Президенчĕн 2007 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн, майăн 26-мĕшĕнче кашни çулах Раççейри предпринимательсен кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев та район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă предпринимательсене Хисеп грамотипе чысласси çинчен йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, Михаил Романович канашлура Вадим Агамиряна, Надежда Козловăна тата Сергей Зайцева район администрацийĕн чи пысăк наградипе чысларĕ, пурне те професси уявĕпе саламласа ĕçре, пурнăçра ăнăçупа çитĕнÿсем сунчĕ.
Источник: "Каçал Ен"