26 мая 2012 г.
Майăн 21—23-мĕшĕсенче Комсомольски вăрманĕ çумĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисем 44-мĕш хут иртрĕç.
Финалти вăйăсен программине нумай конкурссемпе ăмăртусем кĕртнĕ. Унта хутшăнакансем теори, çарпа спорт блокĕсенче ăсталăхне кăтартнă. Тата ытти ыйтусем çине те хуравлама тивнĕ.
«Зарница» вăййисенче Чĕчкен тĕп шкулĕнче пĕлÿ пухакансем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Александровкăсемпе хиртиявăшсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
«Орленок» çарпа спорт вăййисенче Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çĕнтерÿçĕсем пулнă. Аслăчурачăксем — иккĕмĕшсем, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем виççĕмĕшсем пулнă.
Источник: "Каçал Ен"