АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

26 мая 2012 г.

Çанталăк аван тăнă май, районти хуçалăхсенче ĕç шавĕ са-мантлăха та чарăнмасть. Паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 97 процентне акнă (10337 гектар), çĕр улмин 98 процентне лартнă (1663 гектар). Уйрăм хуçалăхсенче çеç ака ĕçĕсене вĕçлеймен, çапах шутлă кунсенче пĕтерме палăртаççĕ.

Планра палăртнине акса-лартса хунă хуçалăхсенче вара пикенсех çум курăксене хирĕç гербицид сапаççĕ. Пурĕ 12 хуçалăхра ку енĕпе тăрăшаççĕ, 2678 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă та ĕнтĕ. Çав шутра «Слава картофелю» агрофирмăра 630 гектар, «Дружба» ЯХПКра 500 гектара, «Искра» колхозра, «Труд», «Восток» ЯХПКсенче, «Дубовка» ОООра 200-шер ытла гектара гербицидпа им-çамланă.

Районти 9 хуçалăхра çĕр улми йăранĕсене хăпартаççĕ. Пурĕ 361 гектар çинче çак ĕçе вĕçленĕ. Уйрăмах ку енĕпе «Дружба» ЯХПКра, «Комсомольские овощи» агрофирмăра тăрăшаççĕ (100-шер гектар).

Хăш-пĕр хуçалăхсенче ăнăçлă хĕл каçайман калчасем вырăнне çĕнĕрен çурхи тырă акаççĕ. Майăн 25-мĕшĕ тĕлне ку ĕçе 1646 гектар çинче пурнăçланă, çав шутра 1393 гектарĕ — пĕрчĕллĕ культурăсем.

Паянхи куна гербицид сапасси тата çĕр улми йăранĕсене хăпартасси тĕп ĕçсем пулса тăраççĕ. Вĕсене вăхăтра пурнăçласси çине хуçалăхсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика