АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă вăхăтĕнчи ачасен тăрăшулăхне хальхи ачасене парасчĕ

23 мая 2012 г.

Ачана алăран çавăтса пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрекен, йĕри-таврари пысăк тĕнчере çухалса каймасăр малалла талпăнма вĕрентекен çын вăл — учитель. Турă панă талантлă, чунĕ ыйтнипе çак профессие суйланă чăн-чăн педагогсем тивĕçлĕ канăва кайсан та вĕрентекен пулма пăрахмаççĕ: ачасемпе çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленеççĕ, педагогикăри çĕнĕлĕхсемпе паллашаççĕ, самана таппипе ĕлкĕрсе пыма тăрăшаççĕ. 90 çул тултарчĕ кăçал Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Анна Игнатьевна Дяткина. Çапах та чунĕпе халĕ те çамрăк вăл. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вĕренÿ тытăмĕнче ĕçленĕскер, ялан шкулти хыпарсене пĕлесшĕн çунать, мăнукĕсен ÿсĕмĕсемпе кăсăкланать. Вуннăмĕш теçетке çине пуснă ĕнерхи педагогăн хальхи çамрăк ăрăва каламалли пурах, çавăнпа та унпа тĕл пулса калаçма шутларăм.

— Анна Игнатьевна, мĕн-рен пуçланнă-ши Сирĕн педагогикăри утăмăрсем? Мĕншĕн Эсир çак çула суйланă?

— Манăн аттепе анне ăслă, ялта хисеплĕ çынсем пулнă. Вĕсем пирĕнтен те çавăн пек çынсем тума ĕмĕтленнĕ. Мĕн ачаран вĕренни пурнăçра питĕ кирлĕ пулнине ăша хывса ÿснĕ эпĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн вара тÿрех Патăрьелĕнчи учительсем хатĕрлекен училищĕне çул тытрăм. Часах тăван района таврăнтăм, Хирти Явăш шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне педагогсем çителĕксĕр пулнă, çавăнпа та пире темĕнле предмета та вĕрентме тивнĕ. Вырăс чĕлхи, математика, истори, физика — йăлтах хамăрах вĕрентнĕ. Уроксене тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе çĕрĕ-çĕрĕпе хатĕрленсе лараттăм. Учителĕн ĕçĕ шкултан тухсан вĕçленет, тесе шутлаççĕ пуль нумайăшĕ. Чăннипе вара пачах урăхла пулнă: учитель класран тухсан унăн ĕçĕ пуçланнă кăна теме те юрать. Ас тăватăп-ха, конституци предмечĕ пурччĕ. Ăна вĕрентме кĕнекесем пулманнипе хаçатсем çинче урока валли кирлĕ материалсем шыраттăмччĕ. Пичче, Çтаппан, тĕлĕнетчĕ, эсĕ кăна уроксене çакăн пек тĕплĕн хатĕрленетĕн пуль, тетчĕ.

— Вăрçă умĕнхи çулсенче, вăрçă вăхăтĕнче халăха уйрăмах йывăр пулнине историрен пĕлетпĕр. Ун чухне классенче лару-тăру еплерехчĕ, вĕренме условисем пулнă-и?

— Ачасен тăхăнмаллисем пит пулман ун чухне, пĕр-пĕр ăшă япалана çемьере черетпе тăхăннă. Сивĕ çанталăкра пушшех йывăрччĕ, çапах ачасем вĕренме ăнтăлатчĕç. Класра çутă пултăр тесе ачасем килĕсенчен чĕп куç илсе килетчĕç. Вĕсенчен тĕтĕм вăйлă тухнипе пÿлĕм мунча пек пулса каятчĕ. Ачасем хушшинче кăрчанкă вăйлă ĕрчетчĕ. Шкултах, кăмака хыçĕнче, вĕсене маç сĕрсе яраттăмăр. Йывăр вăхăт пулнă пулсан та, ачасен вĕренес туртăм вăйлăччĕ, çавăнтан халĕ те тĕлĕнетĕп. Вĕсем шкулта ăс пухма çеç мар, уй-хирте ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Хамăр та ĕнтĕ кăнтăрла — шкулта, уроксем хыççăн хирте тăрăшнă. Çавăншăн никамран та ĕç укçи ыйтса тăман эпир. Халĕ вара ĕçне пикеничченех укçине шутлама пуçлаççĕ.

— Хальхи шкул ачисем çинчен мĕн шутлатăр? Паянхи вĕренÿ системине мĕнле хаклатăр?

— Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çавна кура çыннисем те улшăнаççĕ. Халĕ шкулсенче йăлтах пур, класĕсем çутă, таса, компьютерсем, ытти хатĕр-хĕтĕрсем те пур. Вĕренни савăнăç çеç кÿмелле пек. Çапах хальхи хăш-пĕр ачасен чылай чухне вĕренес туртăм пачах та çукки палăрать. Вĕсем çăкăр мĕнле пулнине пĕлмесĕр, аслисене хисеплемесĕр çитĕнеççĕ. Ашшĕ-амăшне, учительсене хирĕç калаçма, вĕсемпе тавлашма именмеççĕ, кирлех пулсан — алă та çĕклеççĕ. Çакăн йышши тĕслĕхсене телевизорпа час-часах кăтартаççĕ, хаçат-журналта та ачасем учителĕсене хĕнени çинчен хутран-ситрен çыраççĕ. Ку, паллах, питĕ кÿрентерет. Самана айăплă-ши кунта е ашшĕ-амăшĕ? Пĕр ача çуратаççĕ те ăна пукане пек сиктереççĕ, çавăнпа вăл иртĕхсе ÿсет те ĕнтĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи ачасен чăтăмлăхне, тăрăшулăхне хальхи ачасене парасчĕ, çынна хисеплеме вĕрентесчĕ. Тен, çавăн чух çитĕнекен ăрăвăн пуласлăхĕ иккĕленÿллĕ шухăшсем çуратма пăрахĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика