23 мая 2012 г.
Н.И.Назаровпа С.Н.Юманов районти пушар надзор ĕç-хĕлĕн уйрăмĕнче ĕçлеççĕ. Хăйсене шаннă тивĕçĕсене вĕсем çÿлти шайра пурнăçлаççĕ.
Николай Иванович пушар хăрушсăрлăхĕн тытăмĕнче — 2004 çултанпа. Вăл унта Тольяттири аслă çар училищинче инженер-строитель специальноçне алла илнĕ хыççăн ĕçлеме пикеннĕ. Шалти службăсен майорĕ Комсомольски районĕнчи пушар надзор ĕç-хĕлĕн уйрăмне 2011 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа ертсе пырать.
Паха опытлă сотрудник ĕçтешĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, пулать те. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн кăкăрне «Службăра палăрнăшăн» II, III степеньлĕ тата ытти медальсем те илемлетеççĕ.
Сергей Николаевич та çак уйрăмра ĕçлеме пуçланăранпа кăçал çулталăк çитет. Тăрăшуллă çамрăк специалист кунта Ивановăра институт пĕтернĕ хыççăн тăрăшма пикеннĕ. Вăл унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ илсен вĕренме кĕнĕ. Яланах вĕренÿре тăрăшуллăскер, аслă вĕренÿ заведенийĕнче пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пынă. Спортра та малтисен шутĕнче пулнă. Профессие юратса суйласа илнĕ.
«Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ÿссен кам пулассине пĕлнĕ»,— тет С.Юманов.
Источник: "Каçал Ен"