АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем кĕртрĕç

23 мая 2012 г.

Çуркунне урамсене тĕрлĕ çÿп-çапран тасатассине, тирпей-илем кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тукай ял поселенийĕнче те санитарипе экологи условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе икĕ уйăхлăх пынă май, кашни эрне кун ку енĕпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Майăн 18, 21-мĕшĕсенче администраци, культура, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсен ĕçченĕсем субботника тухнă. Территорисене тасатса клумбăсем çине чечексем лартса тухнă.

Çавăн пекех иртнĕ шăмат кун масарсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе субботник ирттернĕ. Унта ял çыннисем хаваспах хутшăннă. Ара, атте-аннесен, асатте-асаннесен вил тăприйĕсене тирпейлесе тăрасси кашнин тивĕçĕ-çке. Мероприятие çамрăксем те, ватăсем те хутшăннă, кунĕпе тăрăшса масарсен территорийĕсене тасатнă. Ял поселенийĕн администрацийĕ çакăн пек пархатарлă ĕçрен айккинче тăрса юлманнисене тав тăвать.

Ялсенчи урамсене тирпейлес, йывăçсем лартас ĕçсем малалла тăсăлаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика