23 мая 2012 г.
49-мĕш хут тĕл пулчĕç Елчĕк районĕнчи Хăвăл Çырма, Тутарстан Республикин Кайпăç районĕнчи Чутей тата пирĕн районти Хырай Ĕнел шкулĕсенче вĕренекенсем, учительсем. Кăçал ăна Елчĕксем йĕркелерĕç. Туслăх уявĕ Хăвăл Çырма çывăхĕнчи вăрман уçланкинче иртрĕ.
Чăн малтанах çак мероприятие килнĕ ачасем линейка ирттерчĕç. Ун хыççăн вĕренекенсене пионер организацийĕ 90 çул тултарнă ятпа саламласа шкулсен директорĕсем тата ыттисем тухса калаçрĕç. Хырайĕнелсен ячĕпе шкул директорĕ Людмила Макарова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Альбина Лебедева ăшă сăмахсем каларĕç.
Малалла физкультурăпа спорт вăййисем пулчĕç. Хĕрÿ тупăшусенче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем ăсталăхпа палăрчĕç, малти вырăнсене йышăнчĕç.
Пуçтарăннисемшĕн чи асра юлакан самант вăл — туслăх кăвайтне чĕртни. Ачасем ун йĕри-тавра пуçтарăнса юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, вăйăсем вылярĕç. Пĕр-пĕринпе çывăх паллашрĕç виçĕ шкултан пухăннă вĕренекенсем, çыру çырма адрессем те пачĕç.
Çитес çул çавăн пек тĕл пулу 50-мĕш хут пулĕ. Ăна пирĕн район территорийĕнче йĕркелĕç.
Источник: "Каçал Ен"