АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсен шутне кĕчĕ

23 мая 2012 г.

Майăн 15-мĕшĕнче Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ «Пирĕн ялăн пуласлăхĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта 7—17 çулхи ачасем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене 2 ушкăнра палăртнă: 7—12 çулхисем тата 13—17 çулхисем. Конкурсăн юлашки тапхăрĕ Шупашкар хулинче иртнĕ.

Комсомольски 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем конкурса хастар хутшăннă. 6-мĕш «б» класра ăс пухакан Станислав Макаров хăйĕн ушкăнĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă (ертÿçи — Надежда Виссарионовна Игнатьева).

Çавăн пекех нумаях пулмасть «Заповедная природа без пожаров» конкурса та пĕтĕмлетнĕ. Унта Станислав 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика