АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марафон пухмачĕ тулать

23 мая 2012 г.

Республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх акцине укçа хывакансен йышĕ кунран-кун ÿссех пырать. Сусăр, хевтесĕр тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă çул çитмен ачасен шăпине çăмăллатма кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать.

Район çыннисем те акцие хастар хутшăнаççĕ. Акă Хирти Мăнтăр (6900 тенкĕ), Комсомольски 1-мĕшпе (1850 тенкĕ) 2-мĕш (3500 тенкĕ), Асанкасси (2600 тенкĕ) вăтам шкулĕсенче ĕçлекенсем марафон пухмачĕн счечĕ çине укçа куçарнă.

Районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕнче тăрăшакансем ача-пăча фончĕн счечĕ çине 5300, районти тĕп больница коллективĕ 8 пин тенкĕ куçарнă.

«Каçал ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса 1500 тенкĕ, район администрацийĕ 4800 тенкĕ укçа хывнă.

Хаклă вулаканăмăрсем! Ырă тума эсир те васкăр!

Марафона кашниех хутшăнма пултарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика