АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк армеецсен вăййисем пуçланчĕç

23 мая 2012 г.

Майăн 21-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ çумĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Пирĕн районта вĕсем 44-мĕш хут иртеççĕ.

Чи малтанах çамрăк армеецсене район пуçлăхĕ Евгений Карпеев саламларĕ, çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ. Пĕлтĕр çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçнĕ Нĕркеç вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсен командирĕсем «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен ялавне çÿле хăпартрĕç. Ун хыççăн район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов сăмах илчĕ, çамрăк армеецсен вăййисене çулсерен çанталăк условийĕсене пăхмасăрах ирттернине, çакă районта ырă йăла пулса тăнине палăртрĕ вăл, малашне те çакăн йышши вăйăсене йĕркелеме шантарчĕ. Çавăн пекех «Единая Россия» партин политканашĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Валерий Гаврилов тата ЧР çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Герольд Серебров çамрăк армеецсене ăнăçлă старт сунчĕç.

Тĕрлĕ çар формине тăхăннă ачасем пухăннисем умĕнче стройпа утса хăйсен маттурлăхне çирĕплетрĕç. «Пограничниксен юрри», «Катюша» тата ытти юрăсем таврара мăнаçлăн янăрарĕç. Çамрăк армеецсем кĕлеткисене тÿрĕ тытнипе, пĕр харăссăн, çирĕппĕн утнипе куракансене тыткăнларĕç. Командирсем хушшинче хĕр ачасем те пуррине асăрхамасăр хăварма çук. Вĕсем хăйсем арçын ачасенчен пĕр енĕпе те кая юлманнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.

Кăнтăрла хыççăн конкурссем пуçланчĕç. Унта çамрăк армеецсен хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартса ăсталăхпа çивĕчлĕх тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла пулĕ. Вăйăсем майăн 23-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Ун хыççăн, 23—26-мĕшĕсенче, 10-мĕш классенчи арçын ачасен çар сборĕсем иртеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика