АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейне çемье çирĕплĕхĕнче тупнă

19 мая 2012 г.

Пурнăç — шыв юххи евĕр: чарăнмасăр юхать те юхать малалла. Кун хыççăн кун иртсе пынă май сисместĕн те, хыçа юлнă çулсен тĕрки пысăклансах пырать, тĕрлĕрен самантсемпе тулнă çын шăпин кĕнеки хулăнланать. Тин çеç хăвна çурхи хĕвелпе савăнса çулçисене саракан йывăç пек туйнă пулсан, çаврăнса пăхатăн та — кĕркунне алăкран шакканине асăрхатăн.

Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Валентина Герасимовна Ижеева çут тĕнчене килнĕренпе 90 çул çитнĕ ĕнтĕ . Чунĕ çапах çакна ĕненесшĕн мар, çамрăк-ха вăл, малалла ăнтăлать. Хăш чухне çемье альбомне тытать Валя аппа, сăн ÿкерчĕксене тинкерет. Савăнăçлă самантсемпе киленсе, пулни-иртнине аса илсе вăхăт чупнине те сисмест вăл, хăйĕн кун-çулне куçĕ умне кăларса тăратать.

Акă вăл — çамрăк хĕр. Унăн умĕнче — пĕтĕм пурнăç: ĕçри çитĕнÿсем, çемье телейĕ. Куçсенче — вут-хĕм, чĕрере — кăвар, ĕмĕтсем малалла йыхăраççĕ. Шкул хыççăнах вăл чи пысăк ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Патăрьелĕнчи педагогика училищине çул тытнă, 17 çулта учитель пулса тăнă. Малтан Тăманлă Выçли, кайран Кĕçĕн Каçал шкулĕсенче ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ парас тесе тăрăшнă. Лăпкă та тăнăç пурнăç нумаях тăсăлман. 1941 çулта фашистсем пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕрсессĕн, мĕнпур вăй питти ар çын фронта тухса кайнă. Пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе ача-пăча çине тиеннĕ. 19 çулхи Валентина Герасимовнăна шкул заведующийĕ пулма шаннă. Çăмăл пулман, паллах, ун чухне, чылай чăрмава хăй тĕллĕн парăнтарма тивнĕ. Çакă черчен хĕрĕн характерне туптанă, кăмăлне çирĕплетнĕ.

1943 çулта вара вăл хăйĕн пурнăçне тĕпрен улăштаракан çынпа, пулас мăшăрĕпе, паллашнă. Андрей, Мускав патĕнче çапăçнăскер, вăхăтлăха яла килнĕ. «Хуп-хура çÿçлĕ маттур йĕкĕт пĕрре пĕр хĕрпе, тепре тепринпе калаçса тăнине кураттăм. Шкулти çамрăк учительсем те куç илместчĕç унран. Фронта тухса кайиччен вара вăл мана урамра чарса тăратрĕ те: «Вăрçă пĕтсен килетĕп, сана качча илетĕп»,— терĕ. Унăн сăмахĕсене шÿт пек çеç йышăнтăм»,— ăшшăн аса илет В.Ижеева. Нумаях та вăхăт иртмен, фронтран çырусем килме пуçланă, хĕр чĕрине юрату çулăмĕ хыпса илнĕ. 1945 çулта вара çамрăксем пĕр çемье чăмăртанă.

60 çул ытла пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакне такăрлатнă Ижеевсем. Савăнăçне те, хуйхине те курнă, пĕр-пĕрне чун-чĕререн юратни вĕсене пĕтĕм ĕçре пулăшса пынă. 5 хĕре кун çути парнеленĕ вĕсем. Туслă йышра татулăхпа килĕшÿ çинче çемье телейĕ никĕсленнĕ. Тĕрлĕ уявсене мĕнле ирттерни халĕ те асра упранса юлнă. «Çĕнĕ çула кĕтсе пурте пĕрле чăрăш илемлететтĕмĕр, чÿречесене эрешсемпе капăрлататтăмăр, юратнă апат-çимĕçе хатĕрлеттĕмĕр. Çуралнă кунсенче вара ачасем яланах концерт лартса паратчĕç. Пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухатчĕ, юрласа, ташласа савăнтаратчĕ»,— пĕлтерет Валентина Герасимовна.

Çулсем сисĕнмесĕр вĕçсе иртнĕ, ачасем çитĕннĕ, çемьеленнĕ, вĕçен кайăк чĕпписем пек тĕрлĕ еннелле саланнă. Çапах, мĕн пĕчĕкренех çемье ăшшине туйса çитĕннĕскерсем, май пулсанах тăван киле васканă, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçнă.

Халĕ Валентина Герасимовна хĕрĕпе, Наташăпа, пурăнать. Мăшăрĕ çĕре кĕни 3 çул çитрĕ ĕнтĕ. Мăнукĕсем, вĕсен ачисем савăнтараççĕ кинемее. «Темĕн те курнă пулсан та, хама телейлисен шутне кĕртетĕп. Чăн-чăн юрату мĕнне пĕлсе, килĕшÿпе ăнланура пурăнса ĕмĕре ирттерни мĕне тăрать. Мăнукăмсене те çемье çирĕплĕхĕнче телейĕсене тупма, ĕмĕрĕсене юратнă çыннисемпе пĕрле пурăнса ирттерме сунас килет»,— тет вăл.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика