АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмелпе те, ăшă сăмахпа та пулăшать

19 мая 2012 г.

Алевтина Каримкинана Александровка тăрăхĕнче пĕлмен çын та çук. Вăл районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕнче 1978 çултанпа ĕçлет.

«Аля аппа вăл — пирĕн вырăнти «васкавлă пулăшу». Ыратнипе, чирленипе кăна мар, сĕнÿ-канаш ыйтма та ун патне çÿретпĕр. Вăл пире яланах пулăшу пама хатĕр»,— теççĕ ун пирки.

Алевтина Федорова (хĕр чухнехи хушамачĕ çапла) Васильевка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Аля вара çемьере — чи кĕçĕнни.

«Ÿссен кам пулассине, мĕнле професси суйласа илессине ачаранах пĕлнĕ. Манăн анне, Мария Ивановна, ĕмĕрĕпе районти тĕп больницăра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та чирлисене сыватас ĕçре тимленĕ»,— пуçларĕ калаçăва Алевтина Прокопьевна. Унăн ашшĕ, Прокопий Тихонович, Аслă Аттелĕх вăрçин участникĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани парас тесе мăшăрĕпе нумай тăрăшнă.

А.Каримкина Дубовкăри шкулта 8-мĕш класс пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Çĕнĕ Сĕнтĕр каччипе, Иван Максимович Каримкинпа, çемье çавăрать. Пĕрлешнĕ хыççăн мăшăр Ижевскра çулталăк ĕçлесе пурăнать.

Алевтина Прокопьевна çак хулара пуçласа шурă халат тăхăнать: чукун çул больницинче хирурги уйрăмĕнче ĕçлеме пикенет. Ижевскра Каримкинсен пĕрремĕш ывăлĕ Саша кун çути курать.

1978 çулта вĕсем тăван ене куçса килеççĕ, Çĕнĕ Сĕнтĕрте тымар яраççĕ. Алевтина Прокопьевна суйласа илнĕ профессипе амăшĕ ĕçленĕ вырăнтах, районти тĕп больницăн хирурги уйрă-мĕнче, медсестрара ĕçлеме тытăнать.

Темиçе теçетке çул хушшинче йывăр чирленĕ миçе çынна ура çине тăратман-ши вăл?! Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан хĕрарăма сывалма килнисем кăна мар, коллективра та хисеплеççĕ.

Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан мăшăрăн тата икĕ ача çуралать. Халĕ ывăлĕсем, Сашăпа Алеша, çемйисемпе Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Хĕрĕ Марина Мускавра пурăнать. Час-часах килсе çÿреймеççĕ пулин те, тăтăшах хыпар яраççĕ, ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ.

Алевтина Прокопьевнăн мăшăрĕ, Иван Максимович, хисепе тивĕçнĕ çын. Вăл чылай çул ĕнтĕ районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче фельдшерта ĕçлет.

«Юратнă ĕçре çулсем иртни те сисĕнмест. Ĕç ăнни вăл, паллах, çемьерен те нумай килет. Юнашар ăнланакан, хисеплекен çын, пулсан — тата мĕн кирлĕ?»— тет А.Каримкина. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна районти тĕп больницăн тата район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе пĕр хутчен кăна мар наградăланă. Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министерстви те Хисеп грамоти парса чысланă. Пăрчăкан пек вăр-вар, сăпайлă, 4 мăнукпа савăнакан асанне-кукамая çак ыйтăва памасăр чăтаймарăм: «Чун хавалĕн рецепчĕ мĕнре-ши;» Алевтина Прокопьевна çапла хуравларĕ: «Пурнăçра кашнин савăнăç тупма пĕлмелле, унсăрăн çын чир ăшне путма пултарать. Хĕвел çĕр чăмăрĕ çинче пурне те пĕр пек çутатать, ăшăтать. Чун ăшши вара хăвăршăн та, çывăх çынсемшĕн те, палламаннисемшĕн те çиттĕр»,— сунчĕ аслă медсестра А.Каримкина.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика