19 мая 2012 г.
Апрель уйăхĕнче пирĕн çĕр-шывра çурхи призыв пуçланнă.
Акă майăн 11-мĕшĕнче ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн ĕçченĕсем 10 çамрăка çара ăсатрĕç. 6-шĕ — Елчĕк, 4-шĕ — Комсомольски районĕсен каччисем. Вĕсене ăсатакан тус-тăванĕсем, юлташĕсем «салтак пăтти» çиме каякансене тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçлама сунчĕç.
Урмаелĕнче çуралса ÿснĕ Марат Шакуров, сăмахран, Лăпкă океан флотĕнче службăра тăрĕ. Грузи çĕр-шывĕнче çуралнă, юлашки вăхăтра Эткерте пурăннă Робизон Годердзшвили вара Хабаровск облаçĕнчен хыпар янă. Вăл унта авомеханик специальноçĕпе службăра тăрать. Тукай тата Элпуç ял поселенийĕсен каччисем — Александр Ивановпа Александр Сергеев та салтак аттисене тăхăннă.
«Районтан çара кайнисене мухтаса ашшĕ-амăшĕ ячĕпе командовани чылай Тав çырăвĕ ярать. Уншăн эпир те мăнаçланатпăр. Шанас килет, малашне те çаплах пулĕ»,— терĕ ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕнче призывниксемпе ĕçлекен Юрий Внедиктов.
Источник: "Каçал Ен"