19 мая 2012 г.
Чăваш Республикин патшалăх статистика Федераллă службин территори органĕ кварталта пĕрре 500 кил хуçалăхĕн бюджечĕсен тĕрĕслевне ирттерет.
Юлашки тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 2011 çулта виçĕм çулхипе танлаштарсан хуçалăхсен апат-çимĕç çине каякан тăкакĕсем 9,8 процент ÿснĕ. Кашни çын пуçне уйăхне хулара вăтамран — 3344 тенкĕ, ялта 2589 тенкĕ тăкаклаççĕ иккен.
Хулара тата ялта пурăнакансен апат рационĕнче уйрăмлăхсем пур. Ял çыннисем сурăх ашĕ, сĕт, тăпăрчă, çĕр улми, консервланă тата шăнтнă улма-çырла, пахча çимĕç консервисем тата сысна ашĕ хуласенчен нумайрах çиеççĕ. Ку вĕсем çак апат-çимĕçе хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнипе çыхăннă. Хулара пурăнакансем вара ашран тата сĕтрен тунă юр-вара — кăлпассисене, консервсене, çурма фабрикатсене, йогурта, сыра — ытларах çиеççĕ.
Хулара пурăнакансен талăкри рационĕнче 2893 килокалори, ялтисен — 2567. Мĕнпе апатланни тÿрремĕнех çемьен тупăшĕпе çыхăннă.
Атăлçи федераллă округăн субъекчĕсем хушшинче çĕр улми тата улма-çырла çиес енĕпе Чăваш Республики 1-мĕш вырăн йышăнать, пулă тата унран хатĕрленĕ продуктсемпе, сахăрпа, кондитер изделийĕсемпе — 2-мĕш вырăнта.
Источник: "Каçал Ен"