АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

19 мая 2012 г.

Уяр çанталăкра çур аки ĕçĕсене пурнăçласа ĕлкĕрес тĕллевпе районти ял хуçалăх предприятийĕсем пикенсех уйра тăрăшаççĕ. Паянхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 72 процентне акнă (7642 гектар). Чи нумай акакан хуçалăх — «Урожай» колхоз. Унта ку ĕçе 911 гектар çинче пурнăçланă. «Слава» ЯХПКра, «Слава картофелю» агрофирмăра, «Родина», «Золотой колос» фермер хуçалăхĕсенче, «Рассвет» ЯХПКра, Минатуллинăн, Атласкинăн фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ.

Районĕпе 1024 гектар çĕр улми лартнă. Ку ĕçе «Искра», «Дружба», «Асаново» ЯХПКсем, «Сюрбеево» ООО, «Комсомольские овощи» агрофирма, Хайртдиновăн, Минатуллинăн, Атласкинăн фермер хуçалăхĕсем вĕçленĕ. Районĕпе палăртнин 61 процентне лартнă, ĕçсем малалла пыраççĕ.

Пĕр çул ÿсекен курăксене — 1425 гектар, выльăх кăшманне — 31 гектар, сахăр кăшманне — 65 гектар, пахча çимĕç культурисене 135 гектар çинче акнă. Пĕтнĕ кĕрхи калчасен 1333 гектарне çĕнĕрен акса хунă.

4 хуçалăхра çум курăксене хирĕç гербицид сапма тухнă.

«Слава картофелю» агрофирмăра — 350 гектар, «Искра» колхозра — 200 гектар, «Восток» ЯХПКра — 130 гектар, Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕнче 40 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. Ытти хуçалăхсене те çум курăксемпе кĕрешме тухма сĕнес килет.

Кăçал, çĕр пĕр тикĕс типменнипе, ака-суха ĕçĕсем вăрăма тăсăлчĕç. Çавăнпа та çывăх вăхăтра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемпе çĕр улмине акса-лартса пĕтерме тăрăшасчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика