АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ информаци кунĕнче

19 мая 2012 г.

Чăваш Енре, Комсомольски районĕнче майăн 16-мĕшĕнче пулнă Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине виçĕ тĕп тема кĕртнĕ. Ĕç коллективĕсемпе иртнĕ тĕл пулусенче çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе çамрăксен ĕçĕпе канăвне, сиплевне йĕркелессине, çул çитменнисен прависемпе ирĕклĕхне тивĕçтерес, çемьесене, çамрăксене хаяррăн тыткаланинчен, ирĕксĕрленинчен хÿтĕлемелли мероприятисене, политика реформипе Чăваш Республикин саккунĕсене Россия Федерацийĕн законодательствипе пĕр килтерессине сÿтсе явнă.

Пирĕн района Пĕрлехи информкуна ирттерме ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн çитрĕ. Малтанах Шупашкартан килнĕ хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсемпе Комсомольски районĕнчи лару-тăру çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Ун хыççăн район администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе хăнасем темиçе ушкăна пайланса ял поселенийĕсене çул тытрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш Тукай, Чĕчкен ял поселенийĕсене çитсе курчĕç. Чĕчкен тăрăхĕнче вĕсем Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн педагогĕсемпе информаци кунĕн темисемпе калаçнă, вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Ачасен çуллахи канăвĕпе сиплевĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Çакăн валли бюджетран 1134000 тенкĕ уйăраççĕ. Çавăн пекех хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче те канма май пур, района 150 путевка тивĕçет.

Тукай ял поселенийĕнче Михаил Романовичпа Юрий Николаевич «Рассвет» кооперативри çĕр улми лартнă çĕрте тăрăшакан ĕçченсемпе тĕл пулса калаçнă. Икĕ хуçалăхра та Юрий Кекиш ял хуçалăх предприятийĕсенчи пушар техникипе тата вĕсене мĕнле тытнипе кăсăкланнă.

ЧР Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн начальникĕ Геннадий Кокшин тата ЧР Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешекен управлени начальникĕ Валерий Плотников Урмаел ял поселенине çитсе курчĕç. Ял поселени пуçлăхĕ Минзаид Зайнуллин вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Малалла хăнасем Урмаел вăтам шкулне çул тытрĕç, учительсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçри кăткăслăхсем çине уйрăм тим-лĕх уйăрчĕç. Çул çитмен ачасем хушшинчи преступлени тăваслăх çинче чарăнса тăрса районти тата республикăри кăтартусене тишкерчĕç, шкул ачисем преступлени çулĕ çине тăнин сăлтавĕсене уçăмлатма тăрăшрĕç. Мĕн пĕчĕкрен ÿсĕр ашшĕ-амăшне курса ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекенсен пурнăç çинчен тĕрĕс мар шухăшлав аталанма пултарнине палăртрĕç. Эппин, ача тĕрĕс çул çинчен пăрăнасси чылай чухне ашшĕ-амăшĕнчен килет. Уйрăмах çулла шкул ачисен пушă вăхăт нумайланнă май, вĕсен канăвне пĕлсе йĕркелеме сĕнчĕç информушкăн членĕсем. Çавăн пекех çитĕннисем çул çитменнисене хирĕç тăвакан преступленисене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Çакăн йышши тĕслĕхсем кăçал пирĕн районта та тупса палăртнă, апла пулсан ку енĕпе ĕçлемелли пур-ха. Информушкăн членĕсем пуçтарăннисен ыйтăвĕсене те пăхса тухрĕç, кашнин çине хурав тупма тăрăшрĕç.

Россия Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пенси тÿлев пайĕн начальникĕ Инна Ефимова, Федераллă казначействăн ЧР управленийĕн руководителĕн çумĕ Сергей Кудряшов, çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникаци сферинче саккунлăха пăхăннине тĕрĕслекен федераллă службăн ЧР управленийĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Евдокимова Шурут тата Александровка ял поселенийĕсене çитрĕç. Чĕр чунсене упрассишĕн тимлекен республикăри службăн тĕп инспекторĕ Владимир Кузюков Асанкасси тăрăхĕнче ял çыннисемпе, вăтам шкул коллективĕпе Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсем тавра калаçнă. Тĕл пулусенче ял çыннисене çывăх вăхăтра пулса иртмелли политика реформи, нумай партилĕхе çирĕплетни, партисем çĕр-шыври ĕç тăвакан органсен ертсе пыракан йышне йĕркелесси кăсăклантарни палăрнă. Çавăн пекех Шупашкартан килнĕ представительсем район çыннисене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Пĕрлехи информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ район администрацийĕнче иртрĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика