16 мая 2012 г.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче çепĕç те илемлĕ, кăмăллă та тарават хĕрсем нумай. Шкулта иртнĕ «Чăваш пики — 2012» конкурса Екатерина Макарова (11-мĕш класс), Наталья Квасова (11-мĕш класс), Анна Ишмуратовăпа Екатерина Смирнова (иккĕшĕ те вуннăмĕшсем), Алиса Кокшина (9-мĕш класс) хутшăнчĕç.
Пикесем малтанах презентацисем кăтартрĕç. Унта вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçра мĕнпе интересленнипе паллаштарчĕç.
«Çынна тумпа кĕтсе илеççĕ те ăспа ăсатаççĕ»,— теççĕ ваттисем. Вĕсем конкурсра ăс-хакăл, тавçăрулăх енчен те, маттурлăхĕпе те палăрчĕç. Тумĕсем те илемлĕ пулчĕç.
Чăваш хĕрĕ яланах ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăнă, тăрать те. Чиперуксен ĕçри пултарулăхне вара çĕр улми шураттарса тĕрĕслерĕмĕр. Ку ăмăртура А.Кокшинана çитекенни пулмарĕ.
Тăхтавсем вăхăтĕнче илемлĕ чăваш юррисемпе Екатерина Тарасова куракансене савăнтарчĕ.
«Чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçи Алиса Кокшина пулчĕ. «Чи сăпайлă пике» ята Наталья Квасова çĕнсе илчĕ. Екатерина Макарова куракансен кăмăлне кайрĕ. «Чи анлă тавра курăмлă пике» ята Анна Ишмуратова илме пултарчĕ. Чи хавасли — Екатерина Смирнова.
Источник: "Каçал Ен"