16 мая 2012 г.
Хĕрсем ар çынсенчен хастартарах пулнине тĕрлĕ тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратпăр. ХХI ĕмĕр пуçланнăранпа акă Чăваш Ен спортсменкисем Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче, Раççей тата Европа чемпионачĕсенче çулсеренех ытларах та ытларах медаль çĕнсе илеççĕ.
Пирĕн районта та çавăн пек пултаруллă спортсмен нумай. Вĕсенчен пĕри вăл — Инесса Андреева.
Маттур хĕр нумаях пулмасть Мускав облаçĕнчи Жуковский хулинче çăмăл атлетсен ăмăртăвне хутшăннă. Тури Тимĕрчкасси хĕрĕ Раççейри 1995—1996 çулсенче çуралнă спортсменсенчен финиша иккĕмĕш чупса çитнĕ.
«Чăваш Ен спортсменĕсем çĕр-шыв шайĕнче лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Хĕрÿ тупăшура 11 медаль çĕнсе илчĕç. 2 километрлă дистанцие чупса Раççейри спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларăм»,— тет И.Андреева, савăнăçне пытараймасăр.
Халĕ Инесса Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче 2-мĕш курсра вĕренет.
— Спортпа пĕчĕкренех туслă эпĕ,— тăсрĕ калаçăва малалла Инесса. — Шăллăм Дима, 5-мĕш класра кăна пĕлÿ пухать пулсан та, республика шайĕнчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕнче хăйĕн виçеллисенчен виççĕмĕш вырăн йышăннă. Спорта çамрăкран юратмалла, вăл характера туптать,— терĕ хĕр.
Училищĕре спортра кăна мар, вĕренÿре те лайăххисен шутĕнче Инесса. Шкул сукмакне такăрлатнă чухнех истори, вырăс чĕлхипе литература предмечĕсемпе аван ĕлкĕрсе пынă. Спортпа туслăскер мĕн пĕчĕкрен амăшне килти ĕçсене тума пулăшнă.
Хĕрĕн çитĕнĕвĕсемпе амăшĕ те чунтан хĕпĕртет. «Шел, мăшăрăм ир çĕре кĕчĕ. Инессăн çитĕнĕвĕсемпе савăнаймарĕ»,— тет Изольда Андреева.
Пысăк ĕмĕтлĕ хĕрĕн пурнăçри тĕп тĕллевĕ — Олимпиадăна хутшăнса хисеп пьедесталĕ çине хăпарасси. Çĕнтерĕве туптама хăнăхнă Инесса ун патне çитес тесен самаях тар юхтармаллине лайăх пĕлет.
И.Андрееван кăтартăвĕсемпе унăн пĕрремĕш тренерĕ Валерий Плешков та кăмăллă. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче физкультура предметне ертсе пыраканскер, çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарать вĕрентекен.
— Спортпа туслисем чунĕпе те, ÿт-пÿ тĕлĕшĕпе те сывлăхлă çитĕнеççĕ, çакăн евĕр ачасем киревсĕр йăласенчен те аякра тăнине вĕрентекенсем лайăх ăнланаççĕ,— тет хăйĕн ĕçне чунтан парăннă педагог. — Инесса Андреева пек, çĕнтерÿ патне туртăнакан çамрăксен йышĕ ÿссех пытăрччĕ.
Источник: "Каçал Ен"