АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейсен алăкĕсем яланах уçă

16 мая 2012 г.

Çулсерен майăн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун Раççейри музейсен алăкĕсем пурин валли те уçă: кăмăл тăвакансем çĕнĕ куравсемпе, экспонатсемпе тÿлевсĕрех паллашма пултараççĕ. Музейсенче тематика лекцийĕсем, экскурсисем, вулавсем, театраллă представленисем иртеççĕ. Музей кунĕнче курма килекенсем уйрăмах нумай. Пĕтĕм тĕнчери «Музейсен каçĕ» акци те çак уявпах çыхăннă. Ăна майăн 17-мĕшĕнче каçхине ирттереççĕ. Раççейре музейсен каçĕ темиçе хутчен те иртнĕ. Çак акцие тĕрлĕрен статуслă музейсем хутшăнаççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне 1977 çулта, Пĕтĕм тĕнчери музейсен совечĕн заседанийĕнче, паллă тума йышăннă. 1978 çултанпа çак уява 150 çĕр-шывра паллă тăваççĕ.

Музейсем урлă общество историпе культура пурлăхĕн çыхăнăвĕ çине мĕнле пăхни палăрать. Культура палăкĕсене пуçтарса тата упраса музейсем ăслăлăх тата воспитани тĕллевĕсене пурнăçлаççĕ. Музейсем хальхи культурăра питĕ кирлĕ. Пĕр енчен вĕсем обществăн пурлăхне кăтартса наци культурин шайне ÿстереççĕ. Тепĕр енчен, уйрăм ăстасене, вĕсен ушкăнне тимлĕх уйăраççĕ. Час-часах çаксемех тĕрлĕрен искусство вăйне аталантаракансем пулаççĕ.

Районти «Çĕр тата çынсем» музейре те майăн 18-мĕшĕнче уçă алăксен кунĕ иртĕ. Çак кун кăмăл тăвакансем музее тÿлевсĕр кĕме пултараççĕ. Унсăр пуçне музее историллĕ предметсем парнелес текенсене те хапăл тусах кĕтсе илетпĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика