16 мая 2012 г.
Йăх-несĕлсен историйĕ — чăн-чăн пуянлăх. Асатте-мăн асаттесем камсем пулнине пĕлмесĕр хамăр кам иккенне палăртма йывăртарах. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕпчевçĕсем ăрусен çыхăнăвне йăх йывăççи туса тишкереççĕ. Мăн асаттесем — йывăçăн çирĕп вулли, эпир вара хальлĕхе симĕс çулçăсем анчах.
Хамăрăн йăхăн йывăçне туса хатĕрлеме нумай тăрăшма тиврĕ. Ялти ватăсенчен ыйта-ыйта несĕлсем çинчен чылай интересли пĕлме пулчĕ. Пирĕн йăхăн паянхи кунччен сыхланса юлнă историйĕ Михаля ятлă çынран пуçланать. Ватăсем каласа панă тăрăх, ăна 25 çул тултарсан патша çарне службăна илсе кайнă. Салтака кайиччен вăл Йăлмахвари пĕр килте сăпкара выртакан хĕре таврăнсан хăйĕн арăмĕ тăвасса пĕлтерсе хăварать. 25 çул службăра тăнă хыççăн 50-ри Михаля яла таврăнать, çитĕнсе илемленнĕ хайхи хĕре качча илет. Вĕсем 6 ача çуратаççĕ. Йăх йывăçĕн пирĕн еннелле каякан турачĕн пуçламăшĕнче Михалян ывăлĕ Симун тăрать.
Симун çемьере иккĕмĕш ача пулнă. Ÿссе çитсен ăна хутла вĕрентнĕ. Вăл Каçалти вулăсра суд председателĕнче ĕçлеме пуçланă. Çакна çирĕплетекен документ та сыхланса юлнă. Симун хăйĕн çемйипе 100 вĕлле таранах хурт-хăмăр тытнă. Революци хыççăн ăна уйрăм ял хуçалăх налукĕ тÿлемелле тунă, тÿлесе татайманшăн пурлăхне суттарнă. Симуна кĕçĕн ывăлĕпе ссылкăна янă, унтан вăл сывлăхне хавшатса таврăннă.
Малалла Симунăн ывăлĕ Тимуш çинчен кăшт каласа парас килет. Вăл 1903 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Ÿссе çитсен ăна ашшĕ счетовода вĕрентсе кăларнă. Ялта колхоз тума пуçласан Тимофей Семеновича «Дубрава» ял хуçалăх артелĕн председательне суйланă. 1942 çулта вăл вăрçа тухса кайнă. çулталăкран хыпарсăр çухални çинчен калакан хут килнĕ. 54 çултан çеç унăн вил тăприйĕ ăçтине шыраса тупма май килнĕ.
Йăх йывăçĕн тепĕр сыпăкĕ — манăн атте, Николай Тимофеевич Зайцев. Вăл Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ, çемье çавăрнă. Çамрăк чухне шоферта ĕçленĕ, бензин турттаракан машинăпа çÿренĕ. Каярахпа фермăра слесарьте вăй хунă. Малалла йăх йывăçĕнче — эпĕ тата шăллăм, унтан пирĕн ачасем вырнаçнă.
Халĕ эпĕ çак йывăçăн пĕр турачĕ çинчен çеç çырса патăм. Йывăçĕпех çырас тесен çакă 10 статьяна та вырнаçмĕччĕ. Ара, кашни çыннăн хăйĕн ыттисеннинчен уйрăлса тăракан шăпи-çке. Йăх йывăçне туса хатĕрлени хамăр ăçтан пулса кайнине пĕлме, несĕлсене асра тытма май парать. Ачасем, мăнуксем авалтан пыракан йăха малалла та тивĕçлĕн тăсса пырасса шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"