16 мая 2012 г.
Нумаях пулмасть район администрацийĕ çумĕнче санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Комсомольски районĕнче туберкулеза хирĕçле ирттерекен мероприятисене вăйлатасси тавра калаçу пулчĕ.
Н.Миннетуллина фтизиатр врач юлашки çулсенче туберкулез чирĕ сарăлма пуçланине пĕлтерчĕ. «Районта пурăнакансем хушшинче флюорографи витĕр тухманнисем йышланчĕç, хăш-пĕрисем 3—5 çул та тĕрĕсленмеççĕ. Çакă чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма чăрмантарать. Ÿпке туберкулезĕ ытларах сарăлни палăрать. Чире инçете ĕçлеме çÿрекенсем ертсе килнĕ тĕслĕх нумай. 2011 çулта районта активлă формăллă туберкулезпа чирлĕ 18 çынна шута илнĕ. Кăçалхи январь—март уйăхĕсенче кăна туберкулезпа чирленĕ 3 çынна тупса палăртнă, сипленме янă. Хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшакан кашни çыннăн çулталăкра пĕрре флюорографи тухмаллах», — терĕ Наиля Мирсаедовна. Чире Александровка, Комсомольски, Хырхĕрри, Хирти Сĕнтĕр, Шурут, Аслă Çĕрпÿел, Тукай ял поселенийĕсен территорийĕсенче регистрациленĕ.
Районти ветстанцин тĕп врачĕ Рустем Велимухаметов туберкулезпа этем çеç мар, пур йышши выльăх та чирленине палăртрĕ. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен медосмотртан пăрăнмалла мар, мĕншĕн тесен туберкулез этемрен выльăха, выльăхран этеме çăмăллăнах ерме пултарать иккен.
ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Надежда Сергеева район больницин тĕп врачне Инна Ефремовăна 2 тата ытларах çул та сывлăхĕсене тĕрĕслеттерменнисене профосмотр витĕр кăларма мерăсем йышăнма, районта пурăнакансем хушшинче тăтăшах ăнлантару ĕçĕсем ирттерме сĕнчĕ.
Источник: "Каçал Ен"