16 мая 2012 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнине халалласа нумаях пулмасть Шурутри информаципе культура, кану центрĕнче пысăк уяв пулчĕ. Культура тытăмĕн ĕçченĕсем, Шурут вăтам шкулĕн учителĕсемпе вĕренекенĕсем тата ытти бюджет сферисенче тăрăшакансем концерт лартрĕç. Вĕсене музыка руководителĕ М.Бархонов ертсе пычĕ.
Концерт вăхăтĕнче Е.Козлова вĕрентекен куракансене Шурут ял поселенийĕн территорийĕнче çуралса ÿснĕ, хаяр вăрçă кунĕсенче фашистсемпе çапăçнă ветерансем çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕ.
Çавăн пекех артистсем майăн 7-мĕшĕнче çак концерт программипех йÿçшăхальсем, майăн 9-мĕшĕнче тутаршурутсем умне сцена çине тухрĕç.
...Йÿç Шăхалĕнче паянхи кун тăватă ветеран пурăнать. Вĕсем: Матрена Владимировна Иванова, Архип Алексеевич Леонтьев, Григорий Федорович Павлов, Петр Ефимович Алексеев. Уяв кунĕсенче кашнин килне çитсе юрă-ташăпа кăмăлĕсене çĕклерĕмĕр.
Источник: "Каçал Ен"