АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

16 мая 2012 г.

 

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче хĕвеллĕ кунсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Пур çĕрте те ака-суха ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ.

Паянхи куна районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6718 гектар çинче акнă. Çакă палăртнин 62 проценчĕпе танлашать. Уйрăмах ку енĕпе «Урожай» колхозра (672 гектар), «Слава» (401 гектар), «Труд» (368 гектар) ЯХПКсенче аван ĕçлеççĕ.

Хуçалăхсенче çĕр улми лартасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Районĕпе 802 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. Ку вăл палăртнин 47 проценчĕпе танлашать. «Искра» колхозра, «Комсомольские овощи» агрофирмăра, «Родина» ОООра, Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче «иккĕмĕш çăкăра» лартса пĕтернĕ ĕнтĕ.

Пĕр çул ÿсекен курăксене 1122 гектар çинче акнă. Пахча çимĕç культурисене акас ĕçе 119 гектар çинче пурнăçланă. Çав шутра «Восход» агрофирмăра — 15 гектар, «Комсомольские овощи» агрофирмăра — 40 гектар, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче — 62 гектар. Районĕпе 26 гектар çинче выльăх кăшманĕ, 55 гектар çинче сахăр кăшманĕ акнă.

Кĕрхи калчасен пурĕ 1768 гектарĕ пĕтни паллă (41 процент), вĕсенчен 1239 гектарне çĕнĕрен акса хунă. «Искра» колхозра тĕш тыррăн 200 гектарне гербицидпа имçамланă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика